Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫарнӑ (тĕпĕ: каҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара Лида ӑна каҫарнӑ, ӑна куҫран ачашласа пӑхнӑ, тутинчен чуптунӑ…

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Чӗрӗк ӗмӗре яхӑн ҫулсерен виҫӗ-тӑватӑ ама, пӗр аҫа хӗл каҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Каҫарнӑ эпӗ ӑна… текех ҫилленместӗп ӗнтӗ… тахҫанах каҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сиснӗ эп кӑна. Малтанах сиснӗ, йӑлтах чухласа илеймен пулсан та кӑштах сиснӗ. Эппин, тахҫанах каҫарнӑ

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пултарать, маттур, тенӗ те унӑн тӗрӗсех мар ӗҫӗсене те шӑла ҫыртса каҫарнӑ, тӳрре кӑларса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ каҫарнӑ, юнӑхмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Малтан каҫарсан // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111 с.

Ҫапах та элчӗсене Атӑл урлӑ каҫарнӑ чух асӑрхануллӑ пулас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫӑпа килсен ҫарсене ку енне ялан ҫавӑнтан каҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь пӗвери пӑр хулӑн мар-ха, ҫарта тепӗр чухне пӑрсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗрех кӑкӑр таран шыв урлӑ тулӑсене каҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вӑл вышкайсӑр вӑйлӑ та чӑрсар пулнӑ, ӳсӗр вӑхӑтсенче ашкӑнса ҫынсен кӗлечӗсене урӑх еннелле ҫавӑра-ҫавӑра лартнӑ, лашисене ҫырма урлӑ ҫӗклесе каҫарнӑ, арӑмӗсене пусмӑрланӑ.

Невероятно сильный и отчаянный, он, будучи под хмельком, в шутку поднимал и разворачивал амбары бедняков в другую сторону, переносил на себе лошадей через реку, насиловал женщин.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӗр ҫинче мӗн ырри пур — йӑлтах вӗрентекенрен тухать: пурне те асӑрханӑ, йӑнӑш тусан — тӗрӗс ҫул ҫине тӑратнӑ, ӑнланмасан — айӑплама та пултарнӑ, анчах ытларах чухне каҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫуртӑн алӑк урати урлӑ чи малтан кушакка каҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ ҫуртсенче кӗтсе илнӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bde- ... bb%d0%bde/

Ҫавала юхса кӗрекен ҫырмасем часах шывпа тулнӑ, пӗрин урлӑ ут кӗтӗвне каҫарнӑ чухне тиха шыва кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

«Налук тӳлес енӗпе паракан рассрочкӑна ҫак статьян 2-мӗш пункчӗн 7-мӗш ҫум пунктӗнче кӑтартнӑ сӑлтавпа панӑ чухне парӑм сумми ҫумне Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп банкӗн рассрочка тапхӑрӗнче вӑйра тӑнӑ рефинансировани ставкипе танлашакан ставкӑпа шутласа палӑртнӑ процентсене хушса хураҫҫӗ, енчен те Еврази экономика союзӗн правипе тата Раҫҫей Федерацийӗн таможня ӗҫне йӗркелесе тӑрасси ҫинчен калакан саккунӗсем-пе таварсене Еврази экономика союзӗн таможня чикки урлӑ каҫарнӑ май тӳлекен налуксем тӗлӗшпе урӑххине палӑртман пулсан.»;

«В случае, если рассрочка по уплате налога предоставлена по основанию, указанному в подпункте 7 пункта 2 настоящей статьи, на сумму задолженности начисляются проценты исходя из ставки, равной ставке рефинансирования Центрального банка Российской Федерации, действовавшей в период рассрочки, если иное не предусмотрено правом Евразийского экономического союза и законодательством Российской Федерации о таможенном регулировании в отношении налогов, подлежащих уплате в связи с перемещением товаров через таможенную границу Евразийского экономического союза.»;

Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 88 от 20.12.2019

— Тӑванпа тӑван хушшинчи хирӗҫӗве тур каҫарнӑ, — терӗ кӑна, кӑшт лӑплансан.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах вӗсем сасартӑк каллех сапаланчӗҫ, мӗншӗн тесен куҫӗ умне ҫав тери хаваслӑ, ӗлккен ир ҫуталса тухса тӑчӗ; ҫак самантра ахаль йывӑҫ-курӑк сад пахчилле курӑнать, эпир вара аванах мар пӗр-пӗр ӗҫшӗн каҫарнӑ ачасем пек туйӑнатпӑр.

Но мысли вдруг разбежались, потому что занялось и блеснуло перед ней такое жизнерадостное, великолепное утро, когда зелень кажется садом, а мы в нем детьми, прощенными за какую-то гадость.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пуриншӗн те, пуриншӗн те каҫарнӑ эпӗ сана.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Айӑпа кӗнӗ-и, кӗмен-и Хӗлимун тахҫан унӑн умӗнче — Сӑпани ӑна пӗтӗмпех, пӗтӗмпех маннӑ, каҫарнӑ

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юратнӑ ҫын кӳрентерсен те эпӗ ӑна каҫарнӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Нимӗҫсем малти чаҫсем хирӗҫ тӑнине ҫӗмӗреймен, Ворошилов пур чаҫсене те Донецӑн сулахай енне йӗркеллӗн каҫарнӑ, хӑй хыҫҫӑн кӗпере ҫӗмӗрсе хӑварнӑ.

Немцы не смогли сломить сопротивления передовых цепей, Ворошилов в порядке переправил все части на левый берег Донца и позади себя взорвал мост.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех