Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫармалла (тĕпĕ: каҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кӗпере те сыхласа хӑвармалла, анӑҫалла васкасах чакакан тӑшмана та ун урлӑ каҫармалла мар — ҫакӑн пек задача лартнӑ Юсуп Ахмедов.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ ӑна пӗррехинче каҫармалла мар кӳрентертӗм.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ик ачипе хунямӑшне те унӑнах пӑхмалла, вӗсен ҫи-пуҫне сапласа, ҫуса тӑмалла, яшки-ҫӑкрине пӗҫермелле, выльӑх-чӗрлӗхне чипер хӗл каҫармалла, вутти-шанкине такампа татса ҫурмалла…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Шыв урлӑ шоссе ҫине фашистсене каҫармалла мар пирӗн.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗншӗн каҫармалла вара сире? — тӗлӗнчӗ пике.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Каҫармалла?

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Каҫармалла? — каллех тепӗр хут ыйтрӗ Осокин.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫыннин сӑнӗнче — хӑйне хӑй ӳпкелешни, каҫармалла мар айӑпа кӗни, хуйхӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ӗмӗр каҫармалла марах ҫилленнӗччӗ ҫав Тимуш Верука.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тихӑна каҫармасан, хамӑра та каҫармалла мар!..»

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каҫармалла иккен-ха…

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ыттине каҫармалла.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тепӗр тесен манашкӑсем — турра кӗлтӑвакан ҫынсем, вӗсен пире хӗрхенмелле, каҫармалла!

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗрисем Варварин ӗҫне тӳрех милици аллине памалла терӗҫ, теприсем юлашки хут каҫармалла терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Килӗштерес тесен пӗр-пӗрне каҫармалла.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Чӑлан алӑк урлӑ тепӗр урана ҫеҫ каҫармалла.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫармалла пултӑр пӗр-пӗрне, унсӑрӑн пирӗн таврана инкек йӑтӑнса килет.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫармалла вӗсене!

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫакнашкал тискерлӗхе пирӗн каҫармалла иккен, ҫав вӑхӑтрах эпир Хӗвеланӑҫ Европӑра тунӑ йӑнӑшсене никам та манмасть, вӗсене халӗ те пире кашни утӑмрах аса илтереҫҫӗ.

Получается, вот такие зверства мы обязаны прощать, зато наши ошибки в Восточной Европе вообще никто не забывает, до сих пор припоминают на каждом шагу.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Чуна шуйттана сутрӑм, каҫармалла мар ҫылӑха кӗтӗм, упӑшка пуҫне ҫирӗм…»

Душу я продала черту, грех непростительный совершила, муж из-за меня сгинул…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех