Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫаймӑн (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Крепость хӳмисем хулӑн та ҫӳллӗ, вӗсен урлӑ чупса пырсах сиксе каҫаймӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Шӑпа урлӑ сиксе каҫаймӑн», – тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Ҫитменнине, тарас тесен те, чул хӳме урлӑ сиксе каҫаймӑн

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫук, — тет вӑл, — халӗ ӗнтӗ вар урлӑ каҫаймӑн.

— Нет, — говорит он, — теперь через яр не пройдешь.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кунта ишсе каҫаймӑн.

Здесь не переплывешь.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Калинкке хупӑ, стена урлӑ сиксе каҫаймӑн.

Ворота заперты, стену не перескочить.

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— «Упӑшка хыҫӗнче — чул хӳме хыҫӗнчи пекех», тенӗ, эсир те ан манӑр: хӳми ҫирӗп — шӑтараймӑн, ҫӳллӗскер — сиксе каҫаймӑн.

— Сказано: «за мужем — как за каменной стеной», так вы знайте: крепка стена — не проломишь, высока — не перескочишь.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ун урлӑ, тен, ишсе те каҫаймӑн, — терӗ Алексей тӗлӗнсе.

Его и не переплывешь, пожалуй, — сказал удивленно Алексей.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

1. Моисей пынӑ та Израилӗн мӗнпур [ывӑлне] ҫак сӑмахсене каласа панӑ, 2. вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫирӗм ҫулта, эпӗ ӗнтӗ тухаймастӑп та, кӗрейместӗп те, Ҫӳлхуҫа та мана: «эсӗ ҫак Иордан урлӑ каҫаймӑн» терӗ; 3. Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй пырӗ сан умӑнтан; Вӑл ҫак халӑхсене санӑн куҫу умӗнчен пӗтерӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аллуна илӗн; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, сан умӑнтан Иисус пырӗ; 4. [Иорданӑн ку енче пулнӑ] Аморрей патшисене Сигонпа Ога тата вӗсенӗн Хӑй пӗтерсе тӑкнӑ ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр мӗн кӑтартрӗ, ҫак халӑхсене те Вӑл ҫавнах кӑтартӗ; 5. Ҫӳлхуҫа вӗсене сирӗн аллӑра парӗ, эсир вара вӗсене эпӗ хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ ӳкӗтсем мӗн хушнине кӑтартӑр; 6. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, ан хӑрӑр, [ан шикленӗр,] ан сехӗрленӗр вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй санпа пӗрле пырать, санран Вӑл уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ, тенӗ.

1. И пошел Моисей, и говорил слова сии всем [сынам] Израиля, 2. и сказал им: теперь мне сто двадцать лет, я не могу уже выходить и входить, и Господь сказал мне: «ты не перейдешь Иордан сей»; 3. Господь Бог твой Сам пойдет пред тобою; Он истребит народы сии от лица твоего, и ты овладеешь ими; Иисус пойдет пред тобою, как говорил Господь; 4. и поступит Господь с ними так же, как Он поступил с Сигоном и Огом, царями Аморрейскими, [которые были по эту сторону Иордана,] и с землею их, которых он истребил; 5. и предаст их Господь вам, и вы поступите с ними по всем заповедям, какие заповедал я вам; 6. будьте тверды и мужественны, не бойтесь, [не ужасайтесь] и не страшитесь их, ибо Господь Бог твой Сам пойдет с тобою [и] не отступит от тебя и не оставит тебя.

Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех