Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каяшӗсене (тĕпĕ: каяш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан тив, ҫак хӗрӳ ҫулӑм пурнӑҫ каяшӗсене ӗнтсе-ҫунтарсах тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

Василий Давыдов-Анатри // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 2 с.

Хирте пучахсем пуҫтарнӑ, килтен киле ҫӳресе чӑх-чӗп каяшӗсене, кӗл пухнӑ, вӗсене хирсене сапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Йӑла каяшӗсене илсе тухнӑшӑн укҫа-тенке вӑхӑтра тӳлесе пыма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов пирӗн тӑрӑхра йӑла каяшӗсене турттарса тухасси, кирлӗ мар ҫӗрте ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑнсем туса хурасран асӑрханасси, тавралӑха тирпейлӗ тытасси мӗнле пулса пынипе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Хуҫалӑхра пухӑнакан ҫӳп-ҫапа турттарассипе, строительство хыҫҫӑн пуҫтарӑннӑ тата выльӑх каяшӗсене тӑкнӑ саккунсӑр свалкӑсене тупса палӑртассипе, шыва кӗмелли тапхӑрта ҫынсем шыва кӗрекен юхан шывсемпе кӳлӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе, общество территорийӗсене комплекслӑ тирпейлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем кун йӗркинче пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха варалар мар // Е.КРЫЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d0%b ... 0%d1%80-2/

Республика тата вырӑнти бюджетсемпе килӗшӳллӗн тӗрлӗ проекта пурнӑҫа кӗртесси, шыв каяшӗсене тасатассипе ӗҫлекен концепци пирки калаҫрӗҫ унта.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшса ӗҫлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60804

Ятарласа пуяна тухни, вӑйлисем умӗнче ятарласа йӑпӑлтатни, ятарласа хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне тӑшмансенчен те, халӑхран та пытарса усрани — темӗн, рабочи класӑн революцилле парти ҫыннисене мар, народниксен каяшӗсене аса илтермест-ши?

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Стена ҫинчи каяшӗсене хӗремесленсех татӑкпа шӑлнине курсан зоотехник вӑл камне пӗлес тесе хыттӑн ӳсӗрсе илчӗ.

Увидев, как она вспотевшая убирает экскременты со стены тряпкой, зоотехник громко кашлянул, чтобы узнать, кто это такая.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Этем каяшӗсене ҫут тӗнчерен тасатасси — ирсӗр ӗҫ.

— Истреблять человеческую пакость — грязное дело.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Экологи проблемине татса парас тӗллевпе пӗрисем промышленность, производство тата кил-тӗрӗш каяшӗсене ҫунтармалла, иккӗмӗшсем каяшсен шайне чакармалла, виҫҫӗмӗшсем ҫӳп-ҫапа уйрӑммӑн пуҫтарса унпа тепӗр хут усӑ курма, тӑваттӑмӗшсем халӑха йӗркене вӗрентес тӗллевпе укҫапа илӗртме сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Медицина каяшӗсене ҫӗнӗрен ӗҫе кӗртмелли завод тума вӑхӑт ҫитнӗ.

Назрела необходимость строительства завода по утилизации медицинских отходов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Унсӑрӑн Волгоградри кивелнӗ производствӑна Ҫӗнӗ Шупашкара куҫарса вырнаҫтарни тата хими каяшӗсене турттарса килни Чӑваш Республикин экологи лару-тӑрӑвне ҫеҫ япӑхлатать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Ӗне сумалла, сӗт памалла, выльӑх каяшӗсене тасатмалла.

Надо подоить корову, сдавать молоко, убрать навоз.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ҫав полигонра ҫӳп-ҫапа чавса чикессипе ҫыхӑннӑ ыйту тахҫантанпах ҫивӗч шутланакан Канаш хулипе Канаш районӗн йӑлари хытӑ каяшӗсене тирпейлеме пултармалли мая пӑхса тухма тӗллев лартатӑп.

Ставлю задачу рассмотреть возможность переработки на этом полигоне твердых бытовых отходов из города Канаша и Канашского района, где также много лет существует проблема захоронения мусора.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех