Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каяймасӑр (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майӗпен ватӑла пуҫларӗ, ҫаплипех качча каяймасӑр юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каснӑ лаптӑк хӗрринче кӗрлет, малалла каяймасӑр пӗр вырӑнта ташлать пушар.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Баракра чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр асапланса выртрӗ вӑл, хӑйпе хӑй калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каялла таврӑнсан, бухгалтер Завьяловран вӑл ӑҫта пулни тата мӗн туни ҫинчен ыйтсан, каллех каласа памалла пулать, унтан вырӑн ҫине, нӳрӗрех простынь ҫине выртмалла, ҫутӑ сӳнтермелле те тӗттӗмре ҫывӑрса каяймасӑр йӑваланмалла…

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Те чӑнах та йӗпхӳ йӑслать, те ҫӗр ҫинчен ҫӗкленекен нӳрӗк, ҫил ҫуккипе сирӗлсе каяймасӑр, ҫапла пуланса-явӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗшеннӗ пулин те, хуйхӑ пысӑккипе вӗсем чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Малтанлӑха Ревлен Петрович вилтӑпри патӗнче тепӗр ҫын пуррине асӑрхамарӗ те, йывӑр хуйхӑпа ҫак кунсенче сисӗнмеллех пусӑрӑннӑскер савнийӗ пулнӑ ҫынран ниепле те уйрӑлса каяймасӑр ҫаплах ун ури вӗҫӗнче тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Анчах туссем, чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр, кашни хӑйӗнне шухӑшласа, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ассӑн сывласа выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫав каҫхине Лавр, чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр асапланса, хӑйӗн тахӑш вӑхӑтра ним уссӑр, сисӗнмесӗр иртнӗ ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен шухӑшласа хурланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Вӑт сана роман», — шухӑшлатӑп эпӗ ҫывӑрса каяймасӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Алӑк умӗнче чыхланнӑ кинемисем ни малалла, ни каялла каяймасӑр тӗркӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нухратӑн туя часрах ирттерес килет, вӑл качча каяймасӑр юлса ватӑ хӗр ятне илтесрен хӑрать.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав шухӑшсемпе нумайччен ҫывӑрса каяймасӑр выртрӗ пӗчӗк пӳлӗмӗнче Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вырӑнӗ ҫав тери майлӑ пулсан та мӗн ирчченех ҫывӑрса каяймасӑр асапланчӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шкапра Тиррейӑн кивӗ тумтирӗ кӑна, Франк ӑна йӑтса каяймасӑр пӑрахса хӑварчӗ.

Внутри шкафа валялся старый пиджак Тиррея, оставленный Франком сыну только потому, что он не смог его захватить.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Айӑр, ӑна-кӑна кӗтменскер, хӑранипе-ши е ҫынна таптас мар тесе сылтӑмалла карт! пӑрӑнчӗ те, чарӑнма ӗлкӗреймесӗр, тимӗрҫӗ лаҫҫи тӑррипе тан хӳсе лартнӑ кӗрт ҫине паш! кӗрсе кайрӗ, вырӑнӗ ҫырма хӗрри пулнӑ май, юр ӑшне хырӑмпа выртмаллах путса аннӑскер, хайхи ни малалла, ни каялла каяймасӑр тапалана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Килне ҫур ҫӗр иртсен кӑна таврӑнчӗ пулин те, Иван Телегин — ялти пек каласан, Урапа Ванькки — час выртмарӗ, выртсан та, чаппанпа витӗннӗскер, улӑм тӳшек ҫинче чылайччен, йывӑҫ кравате чӗриклеттерсе, енчен енне ҫаврӑнкаларӗ, ҫывӑрса каяймасӑр нушаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗрле вара, пурте ыйха путсан, чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр асапланса выртрӗ, ыттисене вӑратас мар тесе шӑппӑн йӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Рита амӑшӗ тухса кайнӑ хыҫҫӑн чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр выртрӗ Аня.

После ухода матери Риты Аня долго лежала, не могла заснуть.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Юрӑ вӗҫсе каяймасӑр, площадьрех, эпир тӑнӑ вырӑнтах, юлчӗ пулас — мана ҫапла туйӑнчӗ.

Песня еще не совсем улетела с площади, где мы собрались, так мне представлялось, по крайней мере.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех