Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каяйман (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пристане тухса чупрӑм, тен, эсир каяйман пуль, терӗм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хумкка мучи урай варрине тӑнӑ та, вӗҫсе каяйман хуркайӑк пек, пӗҫҫине ик аллипе ҫапкаласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл шӑвӑна-шӑвӑна мунча патӗнчен инҫех каяйман.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӳречисене хӑмапа ҫапнӑ темиҫе пӳртпе куҫарса каяйман лавкка ҫурчӗ пур та, тата вӑрман хӗрринче, тарасаллӑ ҫӑл умӗнче, Стасик Павловӑн хуҫалӑхӗ сарӑлса ларать.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Ку сказанисем Вӑтам Азире пурӑнакан дунгансен фольклорне те витӗм кӳнӗ. Уйрӑмах ҫакӑ ниепле те ку тӗнчерен уйрӑлса каяйман, ҫавӑншӑн темӗн тума та хатӗр ватӑ старик (Телигуэй) ҫинчен калакан юмахсенче лайӑх упранса юлнӑ», — тесе ҫыраҫҫӗ дунган юмахӗсене тӗпчекенсем59 .

По мнению исследователей, эти сказания оказали влияние на фольклорные традиции среднеазиатских дунган. Особенно узнаваем вышеназванный персонаж в образе Телигуэя, бессмертного старика, готового на все ради освобождения от земных пут.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Йӑвинче ҫывӑрсах каяйман чӗкеҫ чӗпписем ҫеҫ меллӗрех майлашкаласа вӗркӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ирчченех ҫывӑрса каяйман.

оттого, что потеряла спокойствие.

Канӑҫ ҫухатрӑм // Александра Сергеевна. https://author.today/reader/191157/1617412

Ҫывӑхарах пырса пӑхрӑм — паҫӑрхи хӗрарӑм ҫаплах каяйман иккен-ха ҫырма хӗрринчен.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анафилакси шокӗ пулнӑ этем тухтӑрсем пырса ҫитнӗ ҫӗре сывлама пӑрахса ӗлкӗреймен, юн тымарӗсем те ҫывӑрса каяйман.

Человек, у которого случился анафилактический шок, к приезду врачей все еще дышал, кровеносные сосуды не спали.

Утарҫӑна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35111.html

Каҫхине Григорий ниепле те ҫывӑрса каяйман — шӑп кӑна паянхи евӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Геннадий Лисин, шӑпах ҫав ҫул Патӑрьелӗнчи педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑскер, Николая хӑйӗнпе пӗрле Мускава Литература институтне вӗренме илсе каясшӑн пулнӑ, анчах лешӗ килте укҫа-тенкӗ ҫитменнине пула унпа каяйман.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Малтанах Пӑкачав савӑннӑччӗ — ҫумӑр вӑйлӑн лашлаттарса янӑ пулсан, лӳшкенчӗк ҫулсемпе хӑйне хыҫалтанах хӑваласа пыракан Михельсон пит малаллах каяйман пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кусем вара мӗн хушнине хавасланса, «тӗплӗн» пурнӑҫларӗҫ: йӑрансем ҫинчен ҫимӗҫ хапине кӗме те ӗлкӗреймен кишӗр е пырша та каяйман сухан тӗсне те хӑвармарӗҫ — пурне те тӑпӑлтарса пӳрте йӑтӑрласа кӗчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тепӗр кун Сашук шкула каяйман, чирлӗскер килте юлнӑ.

На следующий день Сашка в школу не пошел – заболел.

Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401

— Эпӗ кӗҫӗр кунтах тӳнсе кайнӑ иккен; киле те каяйман, — терӗ вӑл, шӳтлеме тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Качча каяйман хӗр качака сума ӑста тет.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫӗ хурӑнне те алӑпа ачашласа пӑхрӗ вӑл, типсе ларнӑ, темле майпа ҫилпе вӗҫсе каяйман темиҫе ҫулҫине татса илчӗ, каллех макӑрма пуҫларӗ — арҫынсем вӑл тутӑр вӗҫӗпе куҫне шӑлкаланине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗнерхи йӗпе-сапана пула Шупашкара тухса каяйман Яка Илле, ӗҫсӗр аптранӑ енне, ҫӑпата хуҫса ларать.

Илле после вечернего купанья в луже закашлял и не смог поехать в Чебоксары, теперь от нечего делать ковыряет лапти.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫук, халӗ ӗнтӗ, пӗр эрне каялла пулнӑ пек, каҫхине Марине патне калаҫса ларма каяйман; кӗтмен ҫӗртен, чи лайӑх ӗмӗтсемпе пурӑннӑ ҫӗртен тепӗр хут хисепрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Гимназисткӑсем, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫӳренӗ чух, юнкерсем ҫине ӑнсӑртран пӑхмасӑр иртсе каяйман.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех