Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашнинчех (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна палӑртас пулать: ялти ӑстасем ⎼ мӗн авалтан килекен традицисемпе килӗшӳллӗ, ⎼ тумӑн уйрӑм пайӗсене ҫеҫ тунипе ҫырлахмаҫҫӗ, кашнинчех тулли ансамбль (пӗрлӗх) калӑплама тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

1837 тата 1996 ҫулсенче каллех вут-ҫулӑм хыпса илнӗ, анчах кашнинчех ҫӗнӗрен юсанса тӑнӑ.

Вновь горел в 1837 и 1996 годах, но каждый раз восстанавливался.

Ла Фениче // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0_% ... 1%87%D0%B5

Малашнехи ҫулсенче вӑл халӑх кӑмӑлне ҫавӑрма илме хӑтланнӑ, анчах унӑн перфомансӗсем, куравӗсем тата спектаклӗсем ӑнӑҫлӑ пулман, критиксем вара Йоко Онона чӑннипех те пултаруллӑ ҫын тесе йышӑнман, ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пыманнине пула хӗр депрессие кӗрсе ӳкнӗ, темиҫе хут та хӑйӗн ҫине алӑ хума хӑтланнӑ, анчах кашнинчех Тоси ӑна ҫӑлса хӑварма пултарнӑ.

Последующие годы она провела в попытках заслужить признание публики, но её перфомансы, выставки и спектакли не имели успеха, а критики отказывались принимать Йоко Оно всерьёз, из-за неудач девушка впала в депрессию и неоднократно пыталась покончить с собой, но всякий раз Тоси удавалось её спасти.

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Кашнинчех улталатӑп, кашнинчех практикӑна Шупашкара таврӑнма сӑмах паратӑп, кашнинчех вара кайран ҫул ҫинчен телеграмма яратӑп:

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кашни каҫах ун хваттерӗ тӗлӗнче уйрӑлаттӑмӑр, кашнинчех пӗрне-пӗри чи кирлине каласа пӗтерейместӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кашнинчех ӑна «Сывӑ пул» тесе хӑварнӑ…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ ун патӗнчен икӗ хутчен иртсе кайнӑ, ҫитменнипе кашнинчех сирень ҫеҫкийӗ тӑкӑннӑ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Ӑна кирек епле тӑма ыйтсан та кашнинчех унӑн ӑслӑ сӑнӗ куҫа тӑрӑнать. Вениамин Папченко — нумай вӗреннӗ ҫын. Мучи паян та кӗнеке вулама юратать», — каласа кӑтартать ватӑсене сӑн ӳкернӗ специалист.

Куҫарса пулӑш

85 ҫулти мучи фотомодель пулма килӗшнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37334.html

Кашнинчех – 100-шер пин тенкӗшер.

Каждый раз — по 100 тысяч рублей.

Ҫула япӑх тасатнӑшӑн тӑватӑ хутчен штрафланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37303.html

Калӑпӑр, вӑл е ку территорисене кашнинчех ҫӗнӗрен ӳкерме тивмӗ, вӑл нумай-нумай отрасльшӗн питӗ меллӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Вӗсенче кашнинчех художница ҫутҫанталӑк илемне, этем аллипе тӑвакан пурнӑҫ ырлӑхне витӗмлӗн сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Анчах кашнинчех ху шухӑшланӑ пек пырса тухмасть иккен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Макҫӑм ӑна кашнинчех чӑпӑрккапа ӑшаласа тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашнинчех ҫавӑн пек.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Сӑлтавӗ паллӑ: хуралҫӑ шоферсемпе тиевҫӗсенчен кашнинчех стройкӑна кӗрсе ҫӳреме ирӗк паракан хутсемпе удостоверенисем ыйтнӑ, хушамачӗ-ячӗсем, паспорчӗсенчипе пӗр килнине тӗрӗсленӗ-танлаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӗтерук инке ҫӑлтан шыв ӑсма чи малтан ҫитет те кашнинчех чи кая юлать.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Анюта Рамана кашнинчех йӗкӗлтет:

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кашнинчех: «Халь пурпӗрех калаҫатӑп-ха», — тесе пырать хӗр ӗҫленӗ ҫӗре — хӑйса, хӑюланса чӗрине уҫса параймасть.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ те кашнинчех укҫа ҫуккипе усӑ курса каппайланма пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кашнинчех вӗсемпе пӗрле Антон та пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех