Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччӑсемпе (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ытти каччӑсемпе юнашар тӑнӑ чухне чунӗ ыратнӑ та, кӗвӗҫнӗ те.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Римма, эсӗ каччӑсемпе асӑрхануллӑрах пул.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Фойере каччӑсемпе хӗрсем юрӑ шӑрантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кунӗпех ӗҫлерӗҫ каччӑсемпе хӗрсем, ҫухалас поселокпа сывпуллашма хатӗрленнӗн, йывӑҫ лартрӗҫ тар кӑларсах.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пухӑннисем, каччӑсемпе хӗрсем тата арҫын-хӗрарӑмсем, юрату уявне пуҫласа та янӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ара, клубран тухсан, мӑшӑрлӑ арӑмсем мӑшӑрӗсемпе, хӗрсем каччӑсемпе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӗнле калас, упӑшкаллӑ хӗрарӑмӑн каччӑсемпе хӗрсем хушшинче тӑни килӗшсех каймасть.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пысӑк ҫуна ҫинчен каччӑсемпе хӗрсем сиксе анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ытларахӑшӗ аслӑ классенче вӗренекенсем пулнӑ май, каччӑсемпе хӗрсем уроксем хыҫҫӑн ырӑ ӗҫсем тума васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Зал тулли ларчӗҫ каччӑсемпе хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Ватӑ строитель, икӗ аллипе те карлӑкран тытса, кӑштах ҫӗрелле ӳпӗнчӗ, стройотрядри каччӑсемпе хӗрсене кашнин сӑнне астуса юлма тӑрӑшнӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, кӑвак мӑйӑхне кӑмӑллӑн шӑлкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каччӑсемпе хӗрсене вӑл хавассӑн кулкаласа, аллисене хыттӑн сула-сула саламларӗ те ҫапла калама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пурте куҫ умӗнче, пӗтӗмӗшпех паллӑ: пӗрисене, ҫак стройкӑра виҫҫӗмӗш ҫул, тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлекеннисене, хӑйсен пултарулӑхӗпе вӑй-хӑватне ӗненсе илме ӗлкӗрнисене, куҫпа курмалӑх, чун-чӗре савӑнмалӑх ӗҫ тума ӗлкӗрнисене, хӑйсен патне ҫӗнӗ йыш ҫӗнӗ завода хӑвӑртрах туса пӗтерме пулӑшас тесе, хӑюллӑ ӗмӗтпе, тӑванла кӑмӑл-туйӑмпа килсе ҫитни чунтанах савӑнтарать; теприсене, инҫетри-инҫетри хуласенчен килсе ҫитнӗ каччӑсемпе хӗрсене, пӗтӗм ҫӗршыв пӗлекен стройка ҫыннисем кунашкалах тарават пулни, мӑнкӑмӑлланмасӑр, чун-чӗрене уҫса, пӗр танлӑн хисеплесе, тӑванла юратупа юратса, тӑванла савӑнӑҫпа савӑнса кӗтсе илни, тӗл пулни куҫҫуль тухасла хумхантарать.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хурҫӑ шӑратса шултра детальсем тӑвакан цехпа типӗ хӑйӑр склачӗсем хушшинчи ансӑр ҫулпа симӗс юнгштурмовка тӑхӑннӑ каччӑсемпе хӗрсем васкаса килни курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Маттур каччӑсемпе хӗрсене унта кӗтсе илӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каччӑсемпе хӗрсем ударлӑ стройкӑна витязь пек, паттӑр ҫын пек ӗҫлес ӗмӗтпе килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унпа тӗл пулас тесе, театра пытӑм та ансӑр коридорта палламан каччӑсемпе хӗрсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑваш Енри патшалӑх театрӗсенче вӑй хуракан артистсем те шкулсем тӑрӑх ҫӳресе пултаруллӑ каччӑсемпе хӗрсене сцена ӗҫне хӑнӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗмӗрлере - «Асам» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=xc2QVX-ZFLQ

Вӗсем хыҫҫӑнах ача садне ҫӳрекен капӑр тумлӑ каччӑсемпе хӗрсем утса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен балӗ Хӗрлӗ тӳремре иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=D_RFPSpAEeI

Ӑна амӑшӗ тахҫан ҫакӑн пекрех пил сӑмахӗ каланӑ имӗш: «Эс, хӗрӗм, ҫара ҫерҫи пек каччӑсемпе мар, тӗкленнӗ арҫынсемпе паллашма тӑрӑш, вара усӑллӑрах пулӗ, ҫӗр ҫинче нихҫан та выҫса вилмӗн».

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех