Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччӑн (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗрӳ каччӑн капӑр тумӗ ку тӗлӗшпе ыттисенчен уйрӑлсарах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уралҫум чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Авланакан каччӑн тумӗ те ⎼ ҫи-пуҫӗ, калпакӗ, перчетки, ҫӗҫҫи, саламачӗ ⎼ усалран та сыхланӑ пулать.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тепӗр тесен, мӗне тӑрать вара вилме выртнӑ вунҫичӗ ҫулхи каччӑн арканнӑ сывлӑхӗ, сакӑрвунӑ ҫулхи старикӗн тӗреклӗ сывлӑхӗпе танлаштарсан?

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Лариса сӑн-питпе илемлӗ, пӳ-сипе те яштака, сӑмах «илме» те ҫын патне каймасть пулсан та каччӑн кӑмӑл-туйӑмӗ хӗр патне туртӑнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Экран ҫинче хӗрпе каччӑн ӑшӑ туйӑмлӑ юрату та хирӗҫ тӑру саманчӗсене кӑтартнӑ вырӑнсенче Татьяна Васелиса аллинчен темиҫе хут яра-яра тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫапла каччӑн хӑйне куллен ирӗклӗ тытмалӑх ҫеҫ мар, кирлӗ кун валли уйӑрса хумалӑх та укҫа пур.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Шыв каччӑн кӑмрӑк пек хура ҫӳҫӗ ҫинчен шӑм-шака ҫӳҫентерсе те уҫӑлтарса хӗвел ҫутипе кӗмӗлӗн-мерченӗн йӑлкӑшса пин-пин тумлампа юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Васелиса Петровна хӑйсемпе пӗрле пурӑнма уҫӑ кӑмӑллӑ та вашават, сӑнӗпе те пӗвӗпе темле каччӑн чунне те ҫунтарма пултаракан, пурнӑҫ ӑнлавӗ те пысӑк хӗр килнӗшӗн хӗпӗртерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Каччӑн хӗр ҫинчен хӑйне евӗр ӑнлав ҫуралчӗ-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тамара икӗ аллине те Раман хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ, каччӑн хура куҫӗнчен тӗмсӗлсе-тӗмсӗлсе пӑхрӗ, чунӗ кӳтсе килнипе йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Шкулта чухне те сӑмах тупаймастӑнччӗ эс, Ромашок, халь те именчӗк, — каччӑн нӳрӗ ҫӳҫне шӑла-шӑла илчӗ Тамара.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Мӗн тери килӗшет сана ку костюм, Ромашок, — каччӑн усӑнса аннӑ хура ҫӳҫ пайӑркине тӳрлетсе, куҫран пӑхрӗ Тамара, — ахалех тарӑхтарнӑ эпӗ сана ҫӑпатапа мазутшӑн, хитре-ҫке эсӗ, вӑйлӑ».

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Канӑҫӗ ҫухалчӗ вара ҫавӑн хыҫҫӑн каччӑн

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каччӑн та, пушшипе сулса яриччен шухӑшласа пӑхма тивет…

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл купӑсҫӑ ҫине вӑтанчӑклӑн пӑхса илчӗ те тӗлӗнсе кайрӗ — каччӑн сулахай аллине бинтпа ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та каччӑн илемӗпе чуна витекен сасси ун чӗрине кӗрсе юлнине ҫеҫ тавҫӑраймасть мӗскӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Юрату тунсӑхӗ йӑва ҫавӑрчӗ каччӑн чӗринче.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Уҫӑ та кӑмӑллӑ каччӑн тусӗсем нумай.

У общительного и открытого парня много друзей.

Хобби — алмаз тӗрри // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ri-3471362

Каччӑн ҫирӗп тӗллевлӗ, ҫав вӑхӑтрах кӑшт кичем пек сисӗнекен пурнӑҫне ҫав «пӗри» тӗлӗнмелле савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ шухӑш-туйӑм илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Каччӑн пӗр вырӑнта ларас килмен, ҫавӑнпа вӑл тавралӑха пӑхса ҫаврӑнма шутланӑ.

Парню не сиделось на месте, и он решил побродить по окрестностям.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех