Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччу (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каччу персе ҫитсен билетусене кама та пулсан сутӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӑвшӑн калап — тӑна кӗр: Илтрӗм: каччу пит куштан, Ашшӗ пекех утаман, Пуҫне ҫиме Атӑла Часах каять пулмалла.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Кӗтерук, — сассине йӑвашлатрӗ Якур, — кам вӑл — сан юратнӑ каччу?

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эп сӑмаха айккипе-тӑвайккипе ҫӳретме юратмастӑп, — каччу юнашарах санӑн.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эх, Маюк, Маюк, туй пуласса кӗтетӗн, сана каччу сутса ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Каччу ытла ватӑ-им?

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ун Карачӑмне пӗлекен хӗрсем кашни утӑмра «Ну, ӑҫта сан каччу? Мӗншӗн пӗрре те килсе курмасть?» тесе тӗпчеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджан ҫара кайиччен ӑна тантӑшӗсем ӗнер сан каччу Зейнабпа ларатчӗ тесе пӗлтеркелетчӗҫ, пӗр вӑхӑтра чӗрере темле кӗвӗҫӳ евӗр туйӑм та пурччӗ, ҫапах та ӑна нихҫан та палӑртман: ялти каччӑн вӑйӑ вӑхӑтӗнче такампа ларасси те пулӗ!

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каччу ҫук санӑн, чӗрӳне ӑшӑтакан каччу ҫук, ҫавӑнпа шӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗнле, каччу хӑвна кӑмӑла каять-и, Нухрат? — ҫине-ҫине ыйтаҫҫӗ хӗр ачасем.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ ҫакна шута ил, чи аялта санӑн каччу выртать!

— Не забывай, что там, внизу, твой жених!

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Павел та ман майлӑ пулса ӑна: — Эсӗ ашкӑнни ҫинчен пӗлсен, парать-ха сана каччу! — терӗ.

Павел тоже сказал ей, поддерживая меня: — Задаст тебе жених-то, коли узнает про твое озорство.

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Чуптумашкӑн хӑвӑн каччу патне кай! — терӗм.

Я сказал ей, чтобы она шла целоваться к жениху.

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Вӑл санӑн пилленӗ каччу пулин те, темле-ха — те каятӑн, те каймастӑн, ӑна ху та калаймастӑн — терӗ вӑл хаяррӑн.

— Хоть он и благословенный тебе, да ещё — либо дождик, либо снег, либо — будет, либо — нет, — сурово сказала она.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Тен, каччу пур-тӑр сан, Дина, тӗсесе хуни, сӑмах хуш-ма хӑяйманни.

— А может, у тебя парнишка есть уже, а, ну-ка признавайся, тихоня!

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юрать-ха эсӗ мана хӑвӑн каччу вырӑнне хумастӑн.

Хорошо, что ты меня хоть в жениховстве не подозреваешь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпӗ вӗт сан савнӑ каччу.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Гневышева судпа айӑпласан, Корней хӗрне, тулашса: сан хастар каччу пулман пулсан, парти енӗпе выговор панипех иртсе каятчӗ, тенӗ.

А когда Гневышева осудили, Корней раздраженно заявил дочери, что, если бы не ее ретивый жених, все обошлось бы выговором по партийной линии.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Каччу епле?

— А как жених?

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сан юратнӑ каччу паян хӑвна кӑкӑрусем хушшинчен чуптуса: «Мӗнлерех чаплӑ шӑршӑллӑ сан ӳтӳ, о ман савниҫӗм!» — тесе каланӑ самантра мана аса ил вара эсӗ.

Когда сегодня твой милый поцелует тебя между грудей и скажет: «Как хорошо пахнет твое тело, о моя возлюбленная!» — ты вспомни обо мне в этот миг.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех