Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччипе (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ҫамрӑк чӗри юратнӑ каччипе пӗрле пулса ырӑ курма хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улатӑртан килнӗ вырӑс каччипе — Миша Фильчинпа — Дубов халӗ ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра тӑтӑшах клубра ирттерет.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

1954 ҫулта Шамзиган Кайнлӑк ял каччипе Миназетдин Шарафуковпа ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ватлӑха хакламалла // Павел ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d0%b ... %bb%d0%b0/

Ҫакӑнта ӗнтӗ пулас упӑшкипе, Атмалкасси каччипе Иван Алексеевичпа паллашнӑ та.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Степан Аслан Кӗҫтук Кольцовпа, Анат Сурӑм каччипе, туслӑ пулнӑ, вӗсене литературӑна юратни пӗр-пӗрин патне туртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Хӗрӗ, каччипе туталашкаласа, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн шурӑ пӗчӗк тутӑрпа куҫҫульне шӑлкаласа илет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хула каччипе паллаштарам сана.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл пӗр черкке ӗҫнипех ӳсӗрӗлсе кайрӗ те ялта кам хӗрӗ кам каччипе ҫӳренине йӑлтах каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Кӗтерук ҫакна ҫеҫ ӑнланчӗ: юратакан каччипе иккӗшӗн хушшинчи пурнӑҫра кӗтмен инкек сиксе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Савнӑ каччипе тав курки ӗҫме тивессе тӗлӗкре те курман вӗт.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ вӗсем пӗр каччипе тытӑҫса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӳрес пулсан каччипе Ҫӳрес чи маттурипе.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

…Пӗҫертсе пӑрахнипе хӗремесленсе кайнӑ Укка каччипе юнашар сӗтел хушшинче ларать.

Красная от смущения и волнения, Укка сидит за столом рядом с женихом.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах хӗрӗр, мӗскӗнӗр, Ырӑ курмасть каччипе.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Маттур шӑпӑрҫӑ паян Икӗ пуса каччипе Тытса килчӗ вӑрмантан Сетнерпеле Нарспие.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӑл Енкӗлт каччипе ҫемье ҫавӑрса ашшӗ-амӑшне мӑнук парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Ют район каччипе ҫемье ҫавӑрнӑшӑн паянхи кунччен Валентина Клементьевна пӗрре те ӳпкелешмен.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Тӑванкасси шкулӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл Комсомольски район каччипе Иван Игнатьевич Волковпа ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

1951 ҫулта вӑл Пайкилт каччипе Ермолай Федотовичпа ҫемье ҫавӑрнӑ, вӗсем тӑватӑ хӗр ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Вӑрҫӑ чарӑнсан Яманкасси каччипе Алексей Григорьевичпа ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Фронта, партизансен отрядне яма ыйтнӑ… // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d1%84%d1% ... 82%d0%bda/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех