Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

качаки (тĕпĕ: качака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фаунӑна илес пулсан, кунта ҫак тӗссем пур: инди тигрӗ, гаур, аксис, инди замбарӗ, нильгау, инди ту качаки, мунтжак, барасинга, гиена, леопард, хӗрлӗ кашкӑр, тӑватӑ мӑйракаллӑ антилопа тата ыттисем те.

Фауна включает такие виды, как: индийский тигр, гаур, аксис, индийский замбар, нильгау, индийская газель, мунтжаки, барасинга, гиена, леопард, красный волк, четырёхрогая антилопа и др.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Архипов ту качаки пек ҫӑмӑллӑн сиксе урай варрине тухрӗ, сулахай аллине ҫурӑм хыҫне тытса ура пӳрнисем ҫинче иккӗ-виҫҫӗ зал тавра ҫаврӑнса илчӗ те, Римма умне пырса, тӑпӑр-тӑпӑр тапӑртатса, ӑна ташлама чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ан тив, клеще ураллӑ арӑмӗпе юнашар яла култарса пытӑр-ха сав Сенӗк качаки.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Элекҫейӗн лаша мар, качаки те пулман.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Кавказ тӑвӗсем ҫинче ту качаки пек выляса ҫӳрӗн ак…

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ай тур, пирӗн хапха алӑкӗнчен Якур хӑта качаки ҫакӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Апла пулин те хайхи чечек ҫыххи Инесса аллине лекеймен, ӑна Якур мучин хуҫӑк мӑйракаллӑ качаки ҫисе янӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ту качаки пуль?

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Мӗнех, манерӗпе ту качаки вирлӗхнех лараймарӗ пулин те, ҫамрӑк, пиҫӗ ҫан-ҫурӑмлӑ арҫын, хӗрӗх градуслипе те хӗрӗннӗскер, пӗрре яшлатса, тепре кутелене-кутелене, шуҫа-шуҫа, йӑвалана-йӑвалана, ӳт-пӗвне тӑвар касичченех вӗрилентерсе, «чӑнкӑлтата-чӑнкӑлтата», сивӗ, чӑкраш ҫырана парӑнтарчӗ-парӑнтарчех.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каҫӗ вара, ҫӳлевӗҫ хир качаки патне лӑппӑн-лӑппӑн йӑпшӑнса, хырӑмӗ ҫинче шуса пынӑ пек, хура юпӑнчине вӑрман ҫинелле ытлашши хыпаланмасӑр, анчах ҫине тӑрсах сӗтӗрет те сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эрхип арӑмӗн качаки пек талӑкне 2 литр ҫеҫ сӗт параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Марья Ивановнӑн качаки питӗ лайӑх, тепӗр ӗнерен ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чупмасӑр, вӗсене ял ҫыннисем, уйрӑмах ваттисем, хытӑ асӑрхаттарнӑ: кам качаки йывӑҫа кӑшлать, ҫавӑ текех улӑха тухаймасть.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван качаки пирки те ҫавӑн пекех шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна кӑмака умӗнчи ӑшӑ сӗт те, хӑйӗн пахчинчен татса хунӑ тутлӑ анис та лӑплантармарӗ, вара вӑл картара хуҫине кӗтсе макӑрса тӑракан качаки патне пымасӑрах витене тухса чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Качаки сӗт нумаях памасть, ҫапах та укҫалла илни мар ӗнтӗ, Сехре Иванне вӑл та ҫитет.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Картари качаки, вӑл таврӑннине сиссе, урамри пӗтӗм ҫын илтмелле ҫухӑрать, пуҫне вӗрлӗк хушшине хӗсӗнмеллех чиксе лартса, хуҫи курӑк парасса кӗтет.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чылай Ту качаки халӗ пысӑк улшӑнусен умӗнче тӑрать.

Многие Козероги в данное время стоят на пороге очень больших перемен в своей жизни.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗн ачӑр гороскоппа Арӑслан, Ухӑҫӑ е Ту качаки пулсан хатӗрленӗр: вӑл сире итлемӗ, чӑрсӑрланӗ.

Если ваш ребенок Лев, Стрелец или Козерог, будьте готовы к «празднику непослушания».

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ту ку енче эпӗ шыв ӗҫмелли вырӑна пӗлетӗп; унта хир качаки, хир сыснипе ахаль качака тупӑнаҫҫӗ.

По эту сторону гор я разыскал водопой; там найдутся козули, кабаны и козы.

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех