Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

касрӗ (тĕпĕ: кас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Архип Григорьевич сӗтел ҫине ветчина каскаласа хучӗ, пӗр-ик татӑк ҫӑкӑр касрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тарӑхнӑ Ҫтаппан кӑнтӑр апачӗ киличчен пӗчченех йывӑҫ касрӗ вара.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӑла тӑрӑх Ермолай чи малтан виҫӗ ҫулхи ҫӑкана касрӗ, унӑн пӗр енне вӗҫлетсе ҫӗре ҫапса лартрӗ, ҫӳл енне кӑштах ҫурса ҫав ҫурӑка укҫа хӗстерсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мекӗрлен тетӗп! — кӑшкӑрни хӑлхана касрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл ҫӗкленӗ пулать ун ҫине хӗҫ, ун ҫилли касрӗ пулатьи-ха чӗрине.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Апла пулин те, ме сана, сӑмахӗпе касрӗ те татрӗ Тунькка.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл янахне бритвӑпа икӗ тӗлтен касрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара Йӑван ҫлене касрӗ тит те, ҫлен те ун[н]е сылтӑ[м] хулне суранлатрӗ тит те, патша хӗрӗ сараппан чӗрсе Йӑван суранне ҫихрӗ тит.

Тогда Йыван змея зарубил, змей поранил его правое плечо, а царевна разорвала свой сарафан и ранку перевязала.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Вара Йӑван касрӗ тит те пуҫӗсене чул айне хучӗ тит.

Тогда Йыван изрубил змея, а головы под камень положил.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Касрӗ те ҫунтарса ячӗ ҫӗлене.

Изрубил и сжег змея.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Елюк холодильникран кӑлпасси кӑларса тӑрхаларах ҫаврашкасем касрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пурне те пӗрер татӑк лектӗр тесе мама икӗ торта питӗ ҫӳхе татӑкӑн-татӑкӑн касрӗ.

Два торта мама разрезала на очень тонкие кусочки, чтобы досталось всем.

Торт // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/636

Виҫӗ ҫӗрулмине ҫурмаран ларт-ларт касрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Хӑшместер тыткӑнри салтак пуҫне касрӗ! — такам кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ик шур тутӑр пӗр вӗҫрен, Хачӑ касрӗ, уйӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыҫмак вулӑллӑ тӗпри ҫӗмӗрт (кервенни, лӑпсӑркки) ватӑлса хӑра пуҫласан, атте ӑна вутта касрӗ, анчах йывӑҫ хӑй хыҫҫӑн чылаях ҫӑра, тӗреклӗ хунав ярса хӑварма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Куҫне тар касрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗтӳ кӗтнисӗр пуҫне, Матви хӗлӗ-хӗлӗпе пуянсем патӗнче ӗҫлерӗ е ял-ял тӑрӑх ҫӳресе вутӑ касрӗ, платник ӗҫӗпе те аппаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вара, ваттисен йӑлипе хуплу ҫине ҫӗҫӗпе хӗрес палли чӗртерчӗ те, хуппине тӑваткалласа касрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хулӑ татах ҫӗлен сассипе шӑхӑрчӗ, малтанхи йӗр ҫинех ҫивӗч ҫӗҫҫӗн ӳксе, ӳт-тире касрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех