Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

касмасӑр (тĕпĕ: кас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑрман тӑрӑхне эпир вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче юри касмасӑр хӑвартӑмӑр, поселок илемлӗ пултӑр терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тахҫан касмасӑр хӑварнӑ хурӑнсемпе ҫӑкасем, чӑрӑшсем авӑксӑр ҫилпе пӗр ӗнерӳллӗн кашласа лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӑнукӗ касмасӑр хӑварнӑ ват юман айне халӗ хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ палӑк лартрӗҫ, ун ҫине паттӑрӑн ятне ылтӑнпа ҫырса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Касмасӑр юлнӑ пӑч-пач ларакан участоксем тӑрах ҫеҫ кунта та ӗлӗк вӑрман пулнӑ тесе калама пулать.

Только по отдельным невырубленным участкам можно догадаться, что здесь когда-то тоже был лес.

Самолет ҫинчен епле курӑнать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑрмана ӑҫта касма, турттарма ҫӑмӑлрах, ҫавӑнта каснӑ; шыв тӑрӑхӗсенчи, тайга хӗррисенчи касмасӑр упрамалли вӑрмана касса пӗтернӗ.

Лес вырубали там, где его легче было добыть и перевезти: по рекам, по окраинам тайги, именно там, где лес нужно было сохранить.

Вӑрман хуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хамӑр пыракан сукмакран сылтӑмалла та, сулахаялла та эпир пуртӑпа касмасӑр пӗр утӑм та тӑваймастпӑр.

Мы не могли без топора сделать ни одного шага вправо или влево от тропы, по которой шли.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Варринче кӑна пӗр ҫӗр метр сарлакӑш ҫамрӑк вӑрман касмасӑр юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кача пӳрнене ҫурлапа касмасӑр тӗнчере пӗр ҫын та тырӑ вырма вӗренеймен, — терӗ те ашшӗ кӑмӑллӑн, ачине хӑйӗн пӳрнине кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ун пек касмасӑр лартсан ҫӗрулми нумай кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хулана ӗлӗк вӑрман пулнӑ вырӑнта лартнӑ пулас — урамсенче унта та кунта касмасӑр хӑварнӑ хыр йывӑҫҫисем кӑвак пӗлӗтелле мӑнаҫлӑн кармашса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Четниксем король ҫӗршыва киличчен ҫӳҫ касмасӑр, хырӑнмасӑр пурӑнма тупа тунӑ.

Четники дали клятву не стричься и не бриться, пока король не приедет в страну.

26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Касмасӑр хӑварнине паянах касса пӑрахатпӑр, — терӗ Адольф, самаях вӑтаннипе ҫаралса юлнӑ лӗпкине хыпашласа пӑхса.

Сегодня совсем сострижем волосы, — Адольф конфузливо потер рукой голое темя.

Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ваҫҫук ыйтнипе ун ҫамки ҫинчи ҫӳҫне кӑшт касмасӑр хӑварчӗ.

По просьбе Васька ему был оставлен небольшой чуб на лбу.

56 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Садра е уйра ӗҫлекенсене чечеклӗ ҫутӑ материалтан пилӗкрен касмасӑр ҫӗленӗ кӗпесем аван пулмалла.

Работающим в саду или в поле подходит костюм цельнокроенного покроя, для которого могут быть использованы и пестрые или яркие материалы.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Старшинана операци тумасӑрах ӑҫатрӗҫ: касмасӑр та пурӑнма пултарать — пурӑнтӑр, терӗҫ.

Старшину выписали без операции, решив довольно разумно: раз можно не резать, лучше не резать.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хӗре ҫураҫма килӗшмесен вара пӗтӗм станица пӗлсе тӑтӑр; тепӗр эрнерен, ватӑ Тутаринов лӑплансан, Параська хӑйне юлташ Евсее мар, Назара илсе кайӗ, Назар вӑл евчӗ пулма питӗ ӑста, ун чухне вара разведкӑна каймӗ, Тимофей Ильич патне сӗлкӗ илсе кайса, ашшӗ-амӑш ирӗкӗпе Анфиса ҫав сӗлкӗне ҫурмаран касмасӑр та пӳртрен тухмӗ…

И если будет отказ, то пускай об этом узнает вся станица; что не позже как через неделю, когда старый Тутаринов успокоится, Параська возьмет себе в компаньоны не Евсея, а старика Назара — опытнейшего человека по сватовству и явится к Тимофею Ильичу уже не для разведки, а с паляныцей и не уйдет из хаты до тех пор, пока Анфиса, с благословения отца и матери, не разрежет ту паляныцю на две равные половины…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пушар хыҫҫӑн ҫӗклесе лартнӑ ҫуртра пӗр чӳрече касмасӑр хӗл каҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Иисус ӗнтӗ ҫавсене ӳт касса тухнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӳт кастарманскерсем пулнӑ: ҫул ҫинче [ҫуралнӑран] вӗсене ӳт касмасӑр хӑварса пынӑ.

Сих обрезал Иисус, ибо они были необрезаны; потому что их, [как родившихся] на пути, не обрезывали.

Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех