Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

касакансене (тĕпĕ: кас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан, делянка хӗрринче, вӑрман касакансене сӑнаса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Тент витнӗ грузовик вырӑнне вӑрман касакансене илсе ҫӳреме автобус уйӑрса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман касакансене тент витнӗ автомашина уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хурӑн касакансене пӗр енчен ӑнланма та пулать пек.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ман хамӑн та унран Ногтев повӑра, Шубинпа Фантов йывӑҫ касакансене пролива яма ыйтас кӑмӑл пур.

Я хочу тоже просить его, чтобы он отпустил на пролив повара Ногтева и лесорубов Шубина и Фантова.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Юрӑра вара пуҫ касакансене, хӑйсене хӗсӗрлекенсене айваннӑн хӑратни янӑрать:

И в этой песне звучала подкрепленная наивной верой угроза их палачам, их угнетателям:

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Итле, старӑстӑ, каснӑ вӑрмана уппӑҫ туса сутмалла, укҫине хам пата илсе пыратӑн, вӑрман касакансене штраф тӳлеттермелле.

Ты, староста, составь опись порубленного леса для продажи, деньги за него доставишь мне, а с порубщиков еще и штраф соберешь.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Утламӑша килсе, хӑйсен ирӗкӗпе вӑрман касакансене ушкӑнӗпех тытӑп та, вӗсем мӗншӗн пӗтӗм вулӑс халӑхне хӗтӗртсе ячӗҫ тесе айӑплӑп, ҫавӑншӑн мана исправникрен чыс та хисеп пулӗ тесе шутланӑччӗ вӑл.

А он-то надеялся без особого труда изловить утламышских лесокрадов, заодно обвинить их в том, что вся волость занялась самовольной вырубкой лесов, и тем самым вырасти в глазах исправника.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ун тӗлне страшниксем те кантурта пулмарӗҫ, вӗсем те вӑрман касакансене тытма тухса кайнӑ иккен.

Но, на его счастье, здесь тоже никого не оказалось: все стражники выехали ловить самовольных лесокрадов.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пултарулӑха йӗркелетӗр, вӑрман касакансене валли юрӑсем юрлатӑр…

Пусть самодеятельность организует да лесорубам песни поет…

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Халӗ акӑ, ҫулсем иртсен, ҫав пӗчӗк туратран ҫак пысӑк йывӑҫ ӳссе ларсан, пӗтӗм утрав юман йывӑҫӗсемпе витӗнсен, эпӗ хамӑн «ӗмӗтӗм» айӗнче ахаль лесник пулса ларатӑп, халӗ эпӗ никама та кирлӗ мар, вӑрман касакансене кирлӗ пулсан кӑна!..

А теперь, когда прошли годы, и из прутика выросла эта махина, и весь остров покрылся дубом, я сижу под своей «мечтой» простым лесником, и никому я теперь не нужен, разве что лесорубам!..

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мӗнле майпа, тӗслӗхрен, туса кӑларать-ха пурнӑҫ тӗрмеҫӗсене, акробатсене, хӑмпӑ-шыҫӑ операторӗсене, пуҫ касакансене, ылттӑнҫӑсене, йытӑ ҫӑмӗ иртекенсене, шантарсене, мыскараҫӑсене, юхха-аскӑнсене, мунчаҫӑсене, лаша вӗрӳҫисене, масарҫӑсене, цедельсене?

Каким, например, путем вырабатывает жизнь тюремщиков, акробатов, мозольных операторов, палачей, золотарей, собачьих цирюльников, жандармов, фокусников, проституток, банщиков, коновалов, могильщиков, педелей?

XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑрман касакансене ӑҫта та пулин усрамалла-ҫке-ха.

Надо же где-то содержать лесорубов.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

10. Акӑ ӗнтӗ эпӗ йывӑҫ касакансене, санӑн чурусене, ӗҫме-ҫиме ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм пин кор урпа, ҫирӗм пин бат эрех, ҫирӗм пин бат йывӑҫ ҫӑвӗ паратӑп, тенӗ Соломон патша.

10. И вот древосекам, рубящим дерева, рабам твоим, я даю в пищу: пшеницы двадцать тысяч коров, и ячменю двадцать тысяч коров, и вина двадцать тысяч батов, и оливкового масла двадцать тысяч батов.

2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Давид вара Израиль ҫӗрӗ ҫине аякран килнӗ ҫынсене пуҫтарма хушнӑ, вӑл вӗсен хушшинчен чул касакансене суйласа илнӗ те ҫавсене Турӑ Ҫурчӗ валли чул чутлама тӑратнӑ.

2. И приказал Давид собрать пришельцев, находившихся в земле Израильской, и поставил каменотесов, чтобы обтесывать камни для построения дома Божия.

1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех