Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

касакан (тĕпĕ: кас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алексей куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, унӑн хурарах кӑтра ҫӳҫӗ, усӑнса анса, тарланӑ ҫамки ҫумне пайӑркан-пайӑркан ҫыпҫӑнса ларнӑ, калаҫнӑ майӑн час-часах сывлӑша касакан сылтӑм алли вилнӗ ҫынӑнни пек, кӑвакарса кайнӑ, шӑлавар кӗсйине чикнӗ сулахай алли чӗтре-чӗтре илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тепӗртак аташса ҫӳресен Ваҫиле тинех станцине — ҫил витӗр касакан пӗчӗкҫӗ ҫурта кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Хурӑн касакан тискер кайӑка тытма тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑрман касакан профессионалсен йышӗнче Сергей Субботин пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

В числе профессионалов лесорубов первое место занял Сергей Субботин.

Вӑрман касакансем тупӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35538.html

Конкурса Чӑваш Енри пӗртен-пӗр вӑрман касакан хӗрарӑм Галина Климина хутшӑннӑ.

В конкурсе приняла участие одна женщина-вальщик из Чувашии Галина Климина.

Вӑрман касакансем тупӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35538.html

Мана чалӑшларах кӗтесрен (тем те лартса тултарнӑ унта) темле палламалла мар кӗвҫӗкрех, сӑмсана ҫурса пӑралакан, пусӑхнӑ, ҫивӗч касакан шӑршӑ перет.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Аш-какай комбинатӗнче, аш касакан, меҫник, пулса.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Касакан, чикекен япаласемпе асӑрханса усӑ курӑр.

Также будьте осторожнее при обращении с колющими и режущими предметами.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Хам та ҫакна калатӑп мар-и, халех ан тӑр тетӗп, вӑл пур мана та итлемерӗ, кӑвак шуҫӑмлах мунча хутса хатӗрлерӗ, кукӑльсем унаса пӗҫерсе кӑларчӗ, — ӑшшӑн калаҫрӗ Таиҫ аппа, кукӑль касакан хӗрӗ ҫине куҫ туллин пӑхса.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вара ҫав вӑрман касакан шӑркалчӑсене йывӑҫне вакӑпа тӗксе ӳкерме пулӑшаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Витӗр касакан сивӗ ҫил ялтан хӗвелтухӑҫ еннерехри вӑрман хыҫӗнчен тулашса вӗрет, умлӑн-хыҫлӑнах татти-сыпписӗр йӑтӑнса килекен хура кӑвак пӗлӗтсене ял еннелле хӑвалать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эп пуҫ касакан мар, вӗлерместӗп, — терӗ Тукай ҫара пуҫ юлнӑ мӑнукне пуҫран шӑлкаласа.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗрене касакан сасӑ хӑлхана ҫурса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуртти те мӑкарах пулчӗ, те пуҫ касакан вӑйлах сулмарӗ, ӗнсе айккинчен кӑна лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пуҫ касакан пурттине ҫилленсе ҫӗклерӗ те сулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пуҫ касакан сисрӗ пӑлхар хӑйӗн пуҫне касма хушать.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пуҫ касакан пурттине пӑлхар ӗнси ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

«Кун пекки питӗ вӑйлӑ этемӗн кӑна пулать», — шутларӗ пуҫ касакан.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пуҫ касакан тутар чӗркуҫҫи ҫинче ларакан пӑлхара пуҫне пӗксе ӗнсинчен тыткаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пуҫ касакан пурттине савӑнӑҫлӑн каскаран сӗтӗрсе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех