Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

карчӑкӗпе (тĕпĕ: карчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карчӑкӗпе кӳршисем килсе кӗнӗ ҫӗре Иван Петрович вырӑн ҫинче выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Акӑ Ермолай та, карчӑкӗпе канашласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ывӑлӗсене мӑн аслашшӗсен йӗркипе асӑнма, авалхи йӗркепе палӑк лартма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр вӑхӑтра ҫапла ҫав старикки хӑйӗн карчӑкӗпе ак ҫапла калаҫу пуҫлать:

Как-то раз старик начинает со своей старухой такой разговор:

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ун валли сӑлтавсем нумай пулаҫҫӗ вӗт: пӗрин ача ҫуралать — ят хумалла, теприн хуняма карчӑкӗ вилет — ӑна асӑнмалла, пӗри ывӑлне авлантарать — туй тумалла, тепри тата хӑйӗн карчӑкӗпе ЗАГСра ҫырӑннӑранпа ҫирӗм пилӗк ҫул ҫитнине аса илсе «кӗмӗл туй» тӑвать…

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Аппа мана питӗ лайӑх вырӑс карчӑкӗпе старикки патӗнче хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Тем килсех ҫӳреми пултӑн-ха, Хветут, пирӗн пата, — тулли черккесене тыттарчӗ вӑл карчӑкӗпе иккӗшне.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем килӗнче карчӑкӗпе иккӗшех пурӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Карчӑкӗпе те килӗштерсе пурӑнайман вӑл.

Да и со своей старухой не ладил, с женой то есть.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрҫнӑ чух вӗсем, карчӑкӗпе иккӗшӗ, пӗрне-пӗри чи хаяр сӑмахсемпе татма тарӑшаҫҫӗ.

снова они с женой будут обзывать друг друга самыми злыми словами.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Арҫын мар арҫын» пулни (вӑл ӗмӗр тӑршшӗпе те карчӑкӗпе пӗр икӗ хут ҫеҫ пӗрле выртса курнӑ, унта та пулин тул ҫутӑличченех ҫӗре кӗрӗслетсе аннӑ) Хушаҫҫӗ Петӗрне йӑлтах арӑмӗн ури айне тунӑ.

За весь свой век он и скоротал-то с женой ночь-другую и оба раза задолго до рассвета оказывался на полу, Петр Велят полностью был под пятой у жены, снискав себе прозвище «не мужик, а баба».

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Карчӑкӗпе вӑл нихҫан та килӗштереймен.

С женой своей он не ладил с самой молодости.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Карчӑкӗпе хӗрӗсем — ӗҫ патӗнче, Някуҫ старик вӗҫӗмсӗр чӗлӗм паккаса тӑр пӗчченех кунӗ-кунӗпе чӳречерен урамалла пӑхса ларать.

Жена и дочери вечно заняты работой, а старик, посасывая трубку, сидит целыми днями и глазеет из окна.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӗтел хушшинче карчӑкӗпе хӗрӗсем апат мӗнле ҫинине Някуҫ куҫне илмесӗр сӑнаса ларать.

За столом же не сводит глаз с жены и дочерей.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫапла пурӑнаҫҫӗ ял варринче, пӗтӗм таврана чапа тухнӑ икӗ ҫын — шӑлсӑр юмӑҫ карчӑкӗпе авланма манса кайнӑ купӑс ӑсти.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Артур карчӑкӗпе качча канман хӗрӗ тарса пытаннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унӑн суккӑр карчӑкӗпе кунне икӗ хутчен ҫырма урлӑ каҫмалла пулнӑ.

Приходилось дважды в день переправляться на противоположный берег.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эсӗ ӑна карчӑкӗпе уйӑрттарма шутламан-и? — кулса ячӗ бригада начальникӗ.

Не задумала ли ты развести его со старухой? — рассмеялся начальник бригады.

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӑна вӗсем хӑйсен картишне тӑратрӗҫ, малтанхи каҫ карчӑкӗпе иккӗшӗ те куҫ хупаймарӗҫ.

Он так полюбился старикам, что они поставили его к себе во двор и первую ночь так и не сомкнули глаз.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗтӗм пурлӑхне, хӑйӗн пурлӑ-ҫуклӑ ҫӗрӗ таранах ӗҫсе ярса, карчӑкӗпе пӗрле Белебей уездне тухса кайрӗ.

Пропил все, даже свой клочок земли, и ушел со старухой в Белебеевский уезд.

VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Тул ҫутӑлса ҫитсен, Матвей Иванович — ҫапах та хӑйӗн хӗрне хӗрхеннӗ-мӗн — карчӑкӗпе иккӗш ӑна килне илсе кайнӑ.

А как рассвело, Матвей Иванович — пожалел все-таки он свою дочь — с бабушкой вдвоем перенесли ее домой.

IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех