Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картишӗнчи (тĕпĕ: картиш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Картишӗнчи юра кӑштах ҫил вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кивӗ хӑма хапхаран кӗрсенех Ҫунахвунсен сарлака картишӗнчи тарасаллӑ пусӑ, лупас юписем, юманран лартнӑскерсем, тахҫанхи кӑвакарнӑ кӗлет, картиш кӗтессисенче пилӗк-ултӑ ватӑ йӑмра куҫа курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Марш! — картишӗнчи ачасене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне хапхаран тӗрткелесе кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Картишӗнчи хурӑн айне тухӑр.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

27 пин тӑваткал метр лапам ҫинче ҫӗнӗ ҫутӑ хунарӗсем, видеосӑнав, ача-пӑча тата спорт лапамӗ вырнаҫтарнӑ, парковкӑсене анлӑлатнӑ, картишӗнчи ҫулсемпе тротуарсене юсанӑ.

На площади около 27 тыс. кв. метров установили новое освещение, видеонаблюдение, детскую и спортивную площадки, расширили парковки, отремонтировали проезды и тротуары.

Кӑҫаллӑха «Пушкӑртстан картишӗсем» программа вӗҫленет // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... et-3459233

Картишӗнчи сурӑхсем те хурлӑхлӑн макӑрнӑ пек илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сыватма пӗлмесен те, чирлӗ ҫынсенчен мӗн май килнӗ, ҫавна сӑптӑрнӑ: чӑвашсем хушшинче пурӑннӑ В. К. Магницкий этнограф калашле, вӗсем киремете чӳк тума «картишӗнчи мӗнпур выльӑха илсе тухма та килӗшнӗ».

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫирӗклӗри ял клубӗн картишӗнчи кану площадкинче — картиш вӑййисен кунӗ иртнӗ.

В дворовой досуговой площадке Зириклинского дома культуры прошел День дворовых игр.

Картиш вӑййисем — вӗрентӳ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... nt-3390331

Ҫирӗклӗри ял клубӗн «Ача планети» картишӗнчи кану площадкин ачисем Леш айки ҫӑлкуҫне экскурсие кайнӑ.

Дети, отдыхающие в дворовой досуговой площадке «Планета детства» отправились на экскурсию на родник «Леш айки».

Ҫутҫанталӑка сыхлануллӑн пӑхмалла, ӑна куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрамалла // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... la-3382768

Никама та шарламасть кун ҫинчен Унтрей, ӳкерчӗкне ҫавӑнтах чӑр-чар ҫурать те картишӗнчи ҫӳп-ҫап ещӗкне пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

— Елюк, хӗрачу фермӑран тухни ҫинчен илтрӗм те тӗлӗнсе ҫӳрерӗм, санпа кӗрсе калаҫас терӗм, — картишӗнчи кил хуҫи арӑмне алӑ пырса пачӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Ӑйӑрӗ, Ароль, ҫук-ха унта, ӑна Тимуш ӗнер картишӗнчи уйрӑм витене куҫарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ирхине гаража е техника паркне утас килмест шоферӑн, тӑрса пӳртрен тухмалла та картишӗнчи е хапха умӗнчи машина кабинине кӗрсе лармалла унӑн — ҫав йӑлана пула пӗр шеллемесӗр ашать ял хушшине…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унӑн куҫӗ умӗнче, чӳрече енче, кашни кунах пӗр ӳкерчӗк: больница картишӗнчи ватӑ ҫӑкан ҫатрака турачӗсем.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мясников хуҫа ҫулла шӑрӑх чух Атӑлта мар, картишӗнчи пысӑк каткара шыва кӗнӗ, ҫавна кура Георгий ашшӗ те ҫавӑн пек катка тутарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Шартлама каҫсенче паранкӑ аврипе пӗртенӗ сарайӗнче картишӗнчи пек сивӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ялта пурӑнакан халӑх ҫурхи сиплӗ ӑшӑ ҫитсен сӑрт ҫамкисем юртан тасалнине сӑнасах тӑрать: картишӗнчи путек-сурӑха пӗлтӗрхи кивӗ курӑк тунисене кӑшлама та пулин ирӗкелле кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Карчӑк картишӗнчи кантӑра ҫине ҫакнӑ курӑк тымарӗсене пуҫтарчӗ те килне кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер патӗнчен мӗнле килнӗ ҫаплах пӑрахса каяс умӗн Укаслу картишӗнчи ашшӗ хыҫне пырса тӑнӑ Шӑхале асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, шакӑртатса кӗҫналӑк уҫӑлса кайсассӑн, Укаслу чи малтан картишӗнчи лачакара чаваланакан пӑру пек пысӑк ула сысна аҫине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех