Шырав
Шырав ĕçĕ:
Картинӑн тепӗр енче — ҫут тӗнчепе сывпуллашакан тепӗр лапсӑркка йывӑҫ: хӑйӗн тымарӗ-аллисемпе ҫӗртен ыталаса тытса унран пулӑшу ыйтать тейӗн вӑл, йӑлӑнса пӑхать, анчах ҫӗр-аннемӗр ку вырӑнта хӑй те сывалма май ҫукла чирлӗ ӗнтӗ, ӑна хӑйне те пулӑшу кирлӗ.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Тепӗр чухне эпӗ мрамор каминӑн капмар кӑшӑлне, картинӑн сывлӑшри инҫетне е китай тискер чӗр чунӗсен ӗмӗлкинчи хаклӑ сӗтел-пукана асӑрхатӑп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ку «Франк Давенант ӳкӗмӗн шуйттанла вут-хӗмӗ» картинӑн чаплӑран та чаплӑ сивлек эскизӗ пулать.Это будет великолепный мрачный эскиз к картине: «Дьявольские огни падения Франка Давенанта».
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫакӑнта мӗн пулса иртнин картинине пурнӑҫ пӗр самантлӑха та пулин ҫӗнӗрен кӑтартса парас пулсан, — ҫук, мӗн пулса иртнин картинине мар, ҫав картинӑн сассисене кӑна, ҫапӑҫӑвӑн хӑрушӑ шавне кӑна, — американецӑн чӗлхи ҫӑвар маччи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пулӗччӗ, Гаррис ҫав «хӑйне хӑй пӗлми пулни» текен сасӑсене илтес пулсан, вырӑс ҫапӑҫӑвӗ хӑй тӗллӗн епле хӗрсе кайнине курас пулсан, унӑн эрехпе скептицизм сӑхнӑ чӗри яланлӑхах чарӑнса ларнӑ пулӗччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫын хӑй те пӗчӗк, халсӑр, вӑл анлӑ картинӑн вак-тӗвекӗсем хушшинче ним паллисӗр ҫухалса каять?и сам человек так мал, слаб, так незаметно исчезает в мелких подробностях широкой картины!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах акӑ художник сӑрламалли патакки ҫине пӗр тумлам шурӑ краска илчӗ те, картинӑн чи варрине, тин ҫеҫ сӑрланипе йӑлтӑртатакан тинӗс ҫине, кукӑр пӑнчӑ пек япала лартса хучӗ.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мускава, тӑван хулана, сыхлама пурин те харӑс тӑмалли ҫинчен хистевлӗн калакан плакатсемпе ҫуммӑн хамӑр картинӑн афишисене курма питех те кӑмӑллӑ.
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Картинӑн хыҫал фонӗ — юр ҫунӑ тӳремлӗх, унта — ҫар ураписем, унта-кунта выртакан француз виллисем, явӑнса ҫӳрекен ҫӑхансем.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Картинӑн ячӗ «Хаяр мужик» пулать.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кашни картинӑн хӑйӗн кунҫулӗ, кашни ҫӗршывӑн - хӑйӗн картини.
Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
- 1