Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капансемпе (тĕпĕ: капан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ ҫулхи капансемпе хумханмасӑр ларакан акацисем урлӑ, катаран, тарӑ тӗтӗмӗ хуп-хура пӗлӗт пек ҫӗкленчӗ.

Иссиня-черная, пороховая туча заходила с края, поднимаясь над прошлогодними скирдами и неподвижными акациями села.

XXV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Ҫӳлте шарлаттарса ҫутатса ярсанах ҫӗр ҫинче мӗн пурри пурте — капансемпе йывӑҫсем, сурата хывнӑ кӗлтесем, тӳлеккӗн тӑракан лашасем — пурте-пурте самантлӑха сывлӑша вӑйкӑнса хӑпарнӑн туйӑнса каять, унтан сӗм хура сӗмлӗх каллех пурне те, пурне тӗ хӑй ытамне ҫӑтать; ҫӳлте хаяррӑн, тӑрӑна-тӑрӑна кӗмсӗртетет, ту тӑрринчен пушлӑха пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна татӑлса анакан меслетсӗр пысӑк ҫумӑр тумламӗсем евӗр туйӑнать ҫак кӗмсӗртетӳ.

Когда вверху вспыхивало, все на земле - скирды, деревья, снопы в суслонах, неподвижные кони, - все как будто на миг повисало в воздухе, потом тьма проглатывала все; сверху гремело гулко, уступами, как будто огромные камни срывались с горы в пропасть, сшибались.

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех