Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кансан (тĕпĕ: кан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Канмалли кунсенче хула тулашӗнче кансан аванрах.

В выходные желательно отдохнуть за городом.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кансан, пӑлансене ҫитерсен, каллех малалла кайнӑ.

Отдохнут, покормятся олени — и опять в путь.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Халех пӗр-пӗр йывӑҫ айне, сулхӑна ларса кансан та пӑсмасть те, — терӗ йӗкӗтсенчен пӗри, мӑнтӑртараххи.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ак виҫҫӗмӗш мӑшӑртан Пӗри тухрӗ паттӑра: Кансан хатӗр кӗрешме, Еркинейпе хирӗҫме.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑштах чунӗ кансан, Тарас аманнӑ юлташне ҫӗр ҫине хурать.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

— Ӗҫӗ ӑнман чух е кулянмалли тупӑнсан, эсӗ унран хуть темле ыйт, ҫав самантра нимӗн те каламасть вӑл, кӑшт кансан, хӑех йӗркипе каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр тӑватӑ сехет кансан мунчаласене тӗрӗслесе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кӑштах кансан, аран ҫӗкленсе пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрле отпускра кансан тата лайӑхрах.

Идеально, если сможете устроить совместный отпуск.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫулҫӳреве тухсан, тинӗс хӗрринчи санаторире кансан питӗ аван пулмалла.

Идеальным будет отправиться в путешествие или посетить санаторий у моря.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ пысӑк йышпа кансан лайӑхрах.

Лучше всего сейчас отдыхать большой компанией.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ ҫемьепе кансан аванрах, килтисене сирӗн тимлӗх ҫитмест.

Отдыхать сейчас лучше с семьей, которой не хватает вашего внимания.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ ҫемьепе кансан лайӑхрах, килтисене сирӗн тимлӗх ҫитмест.

Отдыхать сейчас лучше с семьей, которой не хватает вашего внимания.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗрле отпускра кансан питӗ аван пулӗ.

Идеально, если сможете устроить совместный отпуск.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче кансан та юрать.

А во второй половине недели можно и отдохнуть.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Раштавӑн 4-мӗшӗнче пӗчченлӗхре пулсан, мӗнпур ӗҫрен кансан аван.

4 декабря, в среду, желательно побыть в одиночестве и отдохнуть от всех дел.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑйсем кӑшт кансан вӗсем лаша урлӑ вӗренпе ҫыхса пӑрахнӑ ҫынна илсе ҫӗр ҫине тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ывӑннӑ ҫинчен кӑшт куназ патӗнче кансан ҫылӑх пулас ҫук пире.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Максимов тухса кансан Эльгеев, этажерка ҫинчи нотӑсене пухса, хӑйӗн пушӑ карҫинккине вырнаҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑштах кансан Джесси экипаж шырама тытӑнчӗ, квартал ҫурринчен иртсен таксомотор тӑнине курчӗ.

Едва передохнув, Джесси принялась искать экипаж и, не пройдя половины квартала, увидела таксомотор.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех