Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗлӗкхи пек чун канлӗхӗ ҫук.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Маняша лӑпкӑ ҫывӑрни те, амӑшӗн сывлӑхӗ те, йӑмӑкӗсен канлӗхӗ те халӗ ӗнтӗ унран, вӑл хӑйне мӗнле тытнинчен килет.
Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Эй ирӗклӗ вырӑс ялӗн ҫителӗклӗхӗ, канлӗхӗ, тулӑх пурнӑҫӗ!
Ял // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 164–165 с.
Сасартӑк ун канлӗхӗ каллех ҫухалать.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Анчах вӑл чунӗ вӑхӑтран вӑхӑта самантлӑх тӗлӗрсе, хытса кайнине тем пекех пӗтерес тесен те, ирӗксӗрех малтан телее ӗмӗтленет, ӑна кӑвак каҫ, сӗмлӗх хупӑрласа илет, унтан каллех, пурнӑҫ канлӗхӗ ҫитнӗ пек, тутлӑ ӗмӗт татӑлать, кайран вара Ольга именет, шикленет, темшӗн тунсӑхлать, унӑн канӑҫсӑр пуҫӗнче темле уҫӑмсӑр тӗтреллӗ ыйтусем ҫуралаҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ телейлӗ ҫынсене, вӗсем мӗнле юратассине куркаланӑ, — терӗ Ольга, ассӑн сывласа, — вӗсен йӑлтах вӗресе тӑрать, канлӗхӗ те вӗсен санӑнни пек мар; вӗсем пуҫа усмаҫҫӗ: куҫӗсем вӗсен чӗрӗ; вӗсем ҫывӑрмаҫҫӗ, вӗсем пурӑнаҫҫӗ!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1