Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канлӗх сăмах пирĕн базăра пур.
канлӗх (тĕпĕ: канлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Микушка ялӗн масарӗнче канлӗх тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

Мана халь канлӗх кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫапла, ялти фельдшер пунктӗнче ӗҫлекенсен ӗҫ кунӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн та канлӗх ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Кашни хӑсмассерен вӑл хӑй халсӑрланса пынине, ҫав хушӑрах темӗнле канлӗх тупнине ӑнланса илчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ унӑн чунӗ ӗмӗр-ӗмӗр тертленсе ҫӳрӗ, канлӗх тупаймӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫамрӑк хӗрен таса юн Тӳлек юхать кӗлеткере; Тӗл пулать ҫеҫ тепӗр чун — Иртет канлӗх чӗрере…

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унта пирӗн ентешсем, ҫав шутра Тӑвай районӗнчи Кармал каччи Николай Афанасьев, ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Служба тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫ хунисене асӑнмалли кунхине хисеплӗ ветерансемпе хамӑрӑн ӗҫтешӗмӗр Алексей Портнов канлӗх тупнӑ Кивӗ Катекри вил тӑпри умне кайса пуҫ таясси йӑлана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Ӑна, ватӑскерне, пурӑнма кунта илсе килмеллеччӗ ӗнтӗ, ватлӑхӗнче хуть кӑшт канлӗх куртӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑшӗсем ҫулҫипе, теприсем чечекӗпе, ҫырлипе ҫын чунне канлӗх пӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Аса илӗр-ха тата эсир Иаков мӗн ҫырнине: «Турӑ мӑн кӑмӑллӑ ҫынсене юратмасть, хӑйне пӗр сӑмахсӑр пӑхӑнакансене канлӗх парать», — тенӗ вӑл…

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗрере те канлӗх ҫук.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑпа пурсен килӗп сан патна, санпа пӗр ҫӑва ҫинче канлӗх тупӑп, шӑпа пӳрмесен таҫта ҫичӗ ютра ҫӗрсе выртӗҫ манӑн шӑмӑсем…

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Правлени апат нормине ӳстерсе парпть, анчах ӗҫ кунта сӗлӗ норминче ҫеҫ мар, Лашасене канлӗх парас пулать, кирлӗ-кирлӗ мар ӗҫшӗн лаша кӳлме чарас пулать.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хальлӗхе сире канлӗх тӗлӗкре ҫеҫ курӑнать – ӗҫ нумай.

Пока покой вам может только сниться - количество дел зашкаливает.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрнепие кӑштах канлӗх кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнер пулса иртнӗ хӑрушлӑх унӑн чунне канлӗх памарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӑрса хӗрӗн хӑюлӑхӗпе чӑрсӑрлӑхӗ ӑна пӗр вырӑнта ларса тӑма та канлӗх памарӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫ, пӗртен-пӗр юратнӑ ӗҫ, чунтан парӑннӑ ӗҫ ҫеҫ канлӗх кӳчӗ юлашки вӑхӑтра Эверккин сӑлтавсӑр ҫуйхантарнӑ чӗрине.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Шухӑша путса, револьверне вӗҫертмесӗр вӑл япӑх ҫапса ҫирӗплетнӗ сак ҫине лаштах ларчӗ; халӗ пуласлӑхӗн тӗттӗмлӗхне тата вун тӑватӑ куна тӑсӑлнӑ канлӗх черченлӗхне нихӑҫанхинчен те уҫӑмлӑрах туять.

В раздумье, не выпуская револьвера, он сел на плохо сколоченную скамейку, чувствуя, как никогда, полную темноту будущего и хрупкость покоя, тянувшегося четырнадцать дней.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех