Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канас сăмах пирĕн базăра пур.
канас (тĕпĕ: канас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пин утӑм тусан тин, урӑхла каласан, ҫур километр кайсан тин, пӗрре канас пулать, канасса та пилӗк минутран ытла канас мар, тесе шутларӗ.

Он решил перегон между местами отдыха делать в тысячу шагов, то есть в полкилометра, и отдыхать по часам, не более пяти минут.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Унтан вӑл хӑй тавра пӑхать, вӑхӑтлӑх ырлӑха туять те лӑпланать; каҫхи хӗвел анӑҫри шуҫӑм ҫутинче хуллен те лӑпкӑн анса ларнине вӑл шухӑша кайса сӑнать те, юлашкинчен, ҫапла шутлать: унӑн пурнӑҫӗ ҫапла килсе тухрӗ кӑна мар, этем кун-ҫулӗ питӗ лӑпкӑ иртме пултарнине кӑтартма вӑл ҫапла ҫӑмӑл та канас пулмалла пулнӑ.

Потом он взглянет на окружающее его, вкусит временных благ и успокоится, задумчиво глядя, как тихо и покойно утопает в пожаре зари вечернее солнце, наконец решит, что жизнь его не только сложилась, но и создана, даже предназначена была так просто, немудрено, чтоб выразить возможность идеально покойной стороны человеческого бытия.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унӑн ӗнтӗ хӑйӗн шухӑшӗ-туйӑмӗсене пӗр ҫӗре пухас, паянхи ҫӗр тӗрлӗ шавпа кӗрлеврен хӑтӑлса канас килчӗ.

Ему хотелось сосредоточиться, отдохнуть от шума и грохота, от всех пестрых впечатлений этого бесконечного дня.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Мана кунта пӗр виҫӗ хут, тен, вунӑ хут та илсе килсе илсе кайрӗҫ — мана асаплантаракансем канас е ыттисене хӗнеме тытӑнас тенӗ чух.

Меня приводили сюда раза три, а может быть, десять и уводили, когда мои мучители хотели отдохнуть или брали в работу другого.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Унтан вара вӑл умывальник патне кайрӗ, пуҫне йӗпетрӗ, кайран вара часрах канас, утмалли тата гимнастика тумалли сехете ахаль ирттерсе ярас мар тесе, кровать ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Тогда он шел к рукомойнику, мочил голову, потом отлеживался, чтобы прийти в себя и не пропустить часа ходьбы и гимнастики.

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

«Эпир — совет разведчикӗсем, — тӳррипех каларӗ ӑна Харитонов. — Пирӗн кӑштах канас, вӑй-хал пухас пулать. Пӗри чирлӗ пирӗн. Вӑхӑтлӑха сирӗн пат юлма юрамӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Чылайӑшӗ ҫанталӑк ырлӑхӗпе усӑ курса канас, шашлӑк ҫисе киленес тӗллевпе вӑрманалла е тата урӑх илемлӗ вырӑна туртӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

— Каҫарӑр, тархасшӑн, сӗре ывӑннипе эсир таврӑниччен кӑштах выртса канас терӗм.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Йывӑр шухӑшсенчен канас тӗллевпе сӑвӑ-калав шӑрҫалама, хаҫат-журнал валли статья-тӗрленчӗк ҫырма сӗтел хушшине ларнӑ, халӑх хорӗнче юрланӑ.

С целью отдохнуть от тяжелых мыслей сочинять стихи и рассказы для газет и журналов писать статьи-очерки садился за стол, пел в народном хоре.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче аслӑрах классенчи ачасем канас кӑна мар, ӗҫлес тӗллевлӗ те.

Во время летних каникул старшеклассники готовы не только отдыхать, но и работать.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Сан вырӑну ҫинчех кӑштах выртса канас тенӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Хваттере кайса кӑштах канас, вара куҫ курӗ унта, — шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Калама канас: талант!..

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Калама канас: ӑсталӑх!..

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Юлташпа вӑрман сывлӑшӗнче канас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Отпуска тухнӑ хыҫҫӑн вӑрманта уҫӑ сывлӑшра кӑшт канас, терӗм…

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Канас тесен те никам кансӗрлес ҫук.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн кӑшт канас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫилен вӑйӗ пулмасан та, тем пек выртса канас килсен те вӑл чӑтрӗ, ӑнланчӗ — хуйхӑпа пӗкӗрӗлнӗ ҫынсем ыттисен савӑнӑҫне те пулин пӗрле пайласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сывлама йывӑр, хӑсас килет, ыйхӑ пусать, тӑсӑлса выртас, ҫакӑнтах, юр ҫинче хускалми канас килет.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех