Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канавсенче (тĕпĕ: канав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр шывӗсем юхса кайнӑ тӗлте канавсенче чулсем ҫаралса юлнӑ.

А там, где пронеслись дождевые потоки, — обнажились камни,

Ҫумӑр шывӗсемпе ҫурхи шывсем мӗн тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ун пек пӗвеленчӗксем-кӳлленчӗксем шурлӑха дренаж мелӗпе типӗтсе торф кӑларнӑ хыҫҫӑн шӑтӑк-путӑксенче, канавсенче юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл арӑш-пирӗш, урӑм-сурӑм арканса сӑнсӑрланнӑ уйсене, илсе ывӑтнӑ ҫи виттисене, ҫуртсемпе хуралтӑсене, килти ҫӗвӗрен саланнӑ ҫӗтӗк-ҫатак евӗр ӑпӑр-тапӑра — канавсенче сапаланнӑскере, хуҫӑлнӑ йывӑҫсене, чӗрӗ юлнисен пӗччен кӗлеткисене курать.

Он увидел взлохмаченные, исковерканные, обезображенные поля, снесенные крыши, жилища, развалившиеся по швам, как ветошь; домашнюю утварь, разбросанную в канавах, сломанные деревья; одинокие фигуры живых.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Шоссе икӗ енӗпе тӑсӑлса пыракан канавсенче шӑнкӑртатса шыв юхать.

В канавах по сторонам шоссе журчали мутные потоки.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тусем хушшинче хӑшпӗр тӗлте ирӗлсе кӑпӑшкаланнӑ юр выртать, аяларах, ҫул хӗрринче, канавсенче ҫуркуннехи шыв шӑнкӑртатать, хуралнӑ ҫулҫӑсене шӑтарса, унта-кунта ҫеҫпӗл те тухнӑ.

В горах кое-где еще лежал сырой, ноздреватый снег, но у подножия гор, вдоль дороги, в канавах гудели весенние ручьи и сквозь ржавый лиственный панцырь пробивались подснежники.

13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Танкистсем, пӗр-пӗр чаплӑ ӗҫре мала тухакансене парнелекен пальмӑна хӑйсен аллине тытса илсе, разведчиксене ӳпкелештересшӗн пулнӑ майлах, автострада ҫинче хӑйсен ӗҫӗн ҫӗнӗ йӗрӗсене, фашистсен ҫапса аркатнӑ артиллерине, канавсенче ҫунса пӗтекен машинӑсене, тыткӑна лекнисен ушкӑнӗсене хӑварнӑ; тыткӑна лекнисене чех-конвоирсем автострада хӗррисемпе хӑваласа пыраҫҫӗ.

А танкисты, перехватив пальму первенства, оставили на автостраде, словно в упрек разведчикам, свежие следы своей работы: разбитую немецкую артиллерию, дотлевающие в кюветах машины, толпы фрицев, которых конвоиры-чехи гнали по обочинам автострады.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Тен, канавсенче пирӗн шӑмӑсене те шыраса тупаймӗҫ, анчах тавӑрӑнаҫҫех!

«Может, и костей наших во рвах не отыщут, а вернутся!»

7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Ҫынсем канавсенче ҫывӑраҫҫӗ ӗнтӗ.

Уже спят люди в кюветах.

4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Взрывчаткӑсене ачасем ку таранччен хула тулашӗнче, танксем ан каҫчӑр тесе чавнӑ канавсенче пытарса усранӑ.

До сих пор ребята хранили взрывчатку за городом в противотанковом рву.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Канавсенче пытанма намӑс.

Постыдно прятаться в канавах.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсен умӗнче курӑк ӑшӗнче тата канавсенче пур ҫӗрте те красноармеецсем выртнӑ.

Всюду теперь они видели лежащих в траве, в канавах красноармейцев, смотревших влево.

4. Амӑшӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Вӗсем канавсенче выртса вилнине, ҫапах та никам та пӗр тумлам шыв паманнине пӑхтӑр!

Как будут подыхать во рвах и никто им капли воды не подаст.

X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ҫак вырӑнсенчех тата, канавсенче, секретсем выртаҫҫӗ.

В этих же местах лежали по канавам секреты.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫуркунне ҫырмасемпе ҫул хӗрринчи канавсенче нумайччен юр выртнӑ, масар ҫийӗнче хӑйсем валли йӑва ҫавӑракан кураксем ҫуйӑхса вӗҫсе ҫӳренӗ.

Весной в оврагах и в канавах у дороги долго не таял снег, а над кладбищем с криком носились грачи, устраивая себе гнезда.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Вӗсем пылчӑклӑ канавсенче кӗшӗлтетеҫҫӗ, пӑтранчӑк шыв юхӑмӗ ҫинчи ҫӳп-ҫап евӗр, пӗр-пӗрин ҫумне сӗртӗнеҫҫӗ; вӗсене выҫлӑх вӑй-хӑвачӗ ҫавӑркаласа тӑрать, мӗн те пулин хыпса ҫиес шухӑш чӗрӗллӗх кӗртет.

Они кишат в грязных канавах, трутся друг о друга, точно сор в потоке мутной воды, их кружит и вертит сила голода, оживляет острое желание съесть что-нибудь.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Выборг Енче, йывӑҫ тротуарлӑ, чул сарман урамсенче, вӗлтрен хупласа илнӗ канавсенче лӑпкӑ та шӑп; унта хӳме ҫумӗнче пӗр-пӗр качака, вӗренне татса тарнӑскер, тимлесех курӑк ҫиет е сӗнксе тӗлӗрет; кӑнтӑрла ҫитсен писарь капӑр, ҫӳлӗ кӗлеллӗ пушмаксемпе шаклаттарса иртет, ҫӳхе чӳрече карри сирӗлет те, чечек хыҫӗнчен чиновница пӑхса илет е сад хӳми ҫийӗн хӗрлӗ питлӗ хӗр сӑнӗ самантлӑха курӑнать те ҫухалать, ун хыҫҫӑн тата ҫавнашкал тепӗр сӑн курӑнать те ҫавнашкалах ҫухалать, вара каллех пӗр сӑнӗ хыҫҫӑн тепри курӑнать; чуччу ярӑнакан хӗрсем ҫуйӑхни, ахӑлтатса кулни илтӗнсе каять.

Мир и тишина покоятся над Выборгской стороной, над ее немощеными улицами, деревянными тротуарами, над тощими садами, над заросшими крапивой канавами, где под забором какая-нибудь коза, с оборванной веревкой на шее, прилежно щиплет траву или дремлет тупо, да в полдень простучат щегольские, высокие каблуки прошедшего по тротуару писаря, зашевелится кисейная занавеска в окошке и из-за ерани выглянет чиновница, или вдруг над забором, в саду, мгновенно выскочит и в ту ж минуту спрячется свежее лицо девушки, вслед за ним выскочит другое такое же лицо и также исчезнет, потом явится опять первое и сменится вторым; раздается визг и хохот качающихся на качелях девушек.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Йӗри-тавра — ҫул хӗррисенче те, ҫывӑхри тӗмӗсем ӑшӗнче те, канавсенче те — нимӗҫ салтакӗсен виллисем йӑванса выртаҫҫӗ.

А вокруг – на обочинах дороги, в придорожных кустах, в кюветах – валялись тела немецких солдат.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех