Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калӑпӑшлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
калӑпӑшлӑ (тĕпĕ: калӑпӑшлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та, каярах пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене турттарма йӗркеленӗ лотсене выляса илнӗ компанисем, тӗслӗхрен «Авто-Экспресс-4», хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркене пӑсса пурнӑҫланӑ иккен — вӑтам калӑпӑшлӑ автобуссем вырӑнне пысӑк калӑпӑшлӑ транспортпа усӑ курнӑ.

Но как выяснилось позже, выигравшие лоты по перевозке пассажиров компании, в частности «Авто-Экспресс-4», осуществляли свою деятельность с нарушением выставленных условий — вместо автобусов средней вместимости использовали транспорт большой вместимости.

Шупашкара килекен ҫӗнӗ автобуссене асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22310.html

Вӗсен тавра выртакан хӑйне евӗрлӗ «чалӑш тӗрӗ» пӗтӗм эреше калӑпӑшлӑ та курӑмлӑ тӑвать, вӑл аялалла туртӑннӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Самар Кукри чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Лагуна тӗтрелӗхӗ (акӑл. Messier 8, NGC 6523, M 8, выр. Мессье 8) — Ухӑҫӑ ҫӑлтӑрлӑхӗнчи ҫӑлтӑрсен хушшинчи калӑпӑшлӑ пӗлӗт тата H II область.

Туманность Лагу́на ( англ. Messier 8, NGC 6523, M 8, рус. Мессье 8) — гигантское межзвёздное облако и область H II в созвездии Стрельца.

Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97

Музейӑн чи калӑпӑшлӑ уйрӑмӗченсен пӗрине тӗрлӗ вӑхӑтри тата культурӑри хӗҫпӑшалпа вӑрҫӑ хатӗрӗсем валли уйӑрнӑ.

Один из самых обширных отделов музея посвящён оружию и доспехам различных времён и культур.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Анчах та кунта ҫак ӗҫе йӗркелемелли пӗр пӗтӗм требованисене сыхласа хӑварни, пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсене ҫеҫ суту-илӳ тума ирӗк пани тата йӗркене тивӗҫлӗ тытса пыни тӗп вырӑнта пулмалла.

Но здесь важно сохранить единый подход к оформлению, допуск к торговле исключительно малых форм хозяйствования и поддерживать необходимый порядок.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсем хастарлӑн аталанни савӑнтарать.

Радует активное развитие малых форм хозяйствования.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Индустриализацие пула хула хӑвӑрт аталанма пуҫланӑ, XIX ӗмӗр вӗҫӗнче пысӑкрах калӑпӑшлӑ ҫӗнӗ ратушӑра кирли сиксе тухнӑ.

В результате индустриализации город начал быстро развиваться, в конце XIX века возникла необходимость в новой ратуше большего размера.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Ҫавӑн пек пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫе пӗччен-иккӗн туса ирттерме ниепле те май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Хула калӑпӑшлӑ архитектурӑпа, хӳтӗленмелли сооруженисемпе, таса мар урамсемпе, чулран хӑпартнӑ пуянсен ҫурчӗсемпе тата Сен-Жанпа Сен-Рош хула ҫумӗнче вырнаҫнӑ чухӑнсен хӑлтӑр-халтӑр ҫурчӗсемпе уйрӑлса тӑнӑ.

Город отличался монументальной архитектурой, укреплениями, грязными улицами, домами богатых из камня и лачугами бедняков в пригороде Сен-Жан и Сен-Рош.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Пӗтӗмӗшле калас пулсан, пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫсене туса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Садовӑй» микрорайонти шкула ҫитес ҫулта туса пӗтерме тӗллев лартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/07/sado ... usa-pterme

Паллах, ӗҫе пурнӑҫламалли калӑпӑшлӑ планлӑ цифрӑсем те пур.

Есть, конечно, и плановые цифры по объему выполнения работ.

Вӑр-вар ӗҫлеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... le-3380278

Форума пухӑннисем, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе пӗрле ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑннӑ хастарсене сума сунса, «Хар тӑрар» ятлӑ пысӑк калӑпӑшлӑ ҫамрӑксен флешмобне хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Тепӗр тесен, пӗлтерӗшлӗ мероприятисене йӗркелеме, пысӑк калӑпӑшлӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме те меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Пысӑк калӑпӑшлӑ мероприяти пирӗн тӑрӑхра пуҫласа иртни паллах, пурсӑмӑршӑн та пысӑк мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

«Ялти кадрсем» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышне Чӑваш Ен кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/29/yala ... ipe-pilotl

Кунта ҫакна палӑртса хӑвармалла: ялсенче пурӑнакансем тата ял тулашӗнче тымар янӑ ҫамрӑксем питӗ пуҫаруллӑ калӑпӑшлӑ ӗҫсене тӑвассинче.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

«Калӑпӑшлӑ ярмӑрккӑн тӗп тӗллевӗ – ӗҫ шыракансене тивӗҫлӗ вакансисемпе, республикӑри предприятисенчи ӗҫ условийӗсемпе паллаштарасси.

Куҫарса пулӑш

Ярмӑркка пӗр тӗвве пухӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60699

Ку вӑл: халапсемпе усӑ курса калӑпӑшлӑ поэмӑсемпе сӑвӑллӑ юмахсем ҫырасси, тата вӗсенче вырӑнти топонимсемпе усӑ курасси.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ҫырса кӑтартнӑ меслет, фотон нанорезонаторӗпе ҫутӑ модуляторне пӗрле ҫыхӑнтараканскер, экситонсене тытса пыма май парать кӑна мар, наноэкситонлӑ транзистор ҫавӑн пекех ӑшша нумаях ҫухатмасӑр ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе калӑпӑшлӑ даннӑйсемпе ӗҫлеме пултарать.

Так, описанная методика, сочетающая фотонный нанорезонатор с пространственным модулятором света, не только позволяет обратимо управлять экситонами, но также наноэкситонный транзистор способен осуществлять обработку больших массивов данных со скоростью света при минимуме потерь тепла.

Ӑсчахсем даннӑйсемпе ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе ӗҫлекен меслет ӑсталанӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34795.html

Чӑваш Ен Правительствипе Чӑваш Енри энергосбыт компанийӗ пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине, пысӑк калӑпӑшлӑ, икӗ миллиард тенкӗ ытла тӑракан темиҫе инвестици проектне пурнӑҫа кӗртес енӗпе вӑй хунине палӑртнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Вӗсен шайӗнче туса хатӗрленӗ вуншар регион проекчӗпе тата патшалӑх программипе те ӗҫсем калӑпӑшлӑ пулса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех