Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калӑпсӑр (тĕпĕ: калӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй калӑпсӑр мӑнтӑр, арпалӑх пек сарӑлса ларать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Эпир те, калӑпсӑр савӑнса, алпастӑланса, унран юлмарӑмӑр:

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Фельдшера вара тӑр кӑнтӑрлах юмахри калӑпсӑр мӑйракаллӑ, ултӑ ураллӑ шуйттан маҫаккӑшӗ курӑнчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ак вӑл вырӑнтан хускалчӗ, тӑтӑрхасӑр урисене (вӗсене такам тачка сӑнчӑрпах сӑнчӑрланӑ тейӗн) пӗр-пӗринчен шӑл ҫыртса, вӑй хурса куҫаркаласа, тӗттӗм вӑрман чӑтлӑхнелле лӑштӑрт-лӑштӑрт тутарса ленк-ленк калӑпсӑр сулланчӗ: ҫӑт-ҫат, шӑт-шат, чӑш-чаш, шачӑртшачӑрт…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Мӗнле калӑпсӑр сасӑсем минрештереҫҫӗ мана?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Калӑпсӑр пысӑк ку полковник, пуринчен ҫӳллӗ те мантӑр, хаклӑ йышши шалпар сӑхманӗ ӑна аран-аран витсе тӑрать.

Грузен был полковник, всех выше и толще, и широкий дорогой кафтан в силу облекал его.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

— Тӑвансем! — хӑрӑлтатнӑ пӑрахут хуҫи Кононов, калӑпсӑр мӑнтӑр ҫын.

— Братцы! — хрипел безобразно толстый пароходчик Ящуров.

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗри — шӗвӗрккескер, малалла пӗр виҫеллӗн шӑвать, тепри — е витсе хурать ӑна, е аяккалла сиксе ӳкет, унтан каллех икӗ мӗлки те пӗрлешсе кайса, пӗр калӑпсӑр тӗттӗм капланчӑк пулса тӑраҫҫӗ те ҫӗр ҫумӗпе чӗтревлӗн сиккелесе шӑвӑнса пыраҫҫӗ.

Одна — острая, двигалась вперёд ровными толчками, другая — то покрывала её, то откидывалась в сторону, и снова обе сливались в бесформенное тёмное пятно, судорожно скользившее по земле.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Акӑ тинӗс чулӗсем ҫинче хумсем кӑларса пӑрахнӑ вилӗ медузӑсем выртаҫҫӗ, вӗсем мана тинӗс ҫавнашкал калӑпсӑр сутӗн купи туса хунӑ Николай баркасӗн юлашки татӑкӗсем пек туйӑнчӗҫ.

На гальке лежали выброшенные волной и умершие от солнца медузы, мне казалось, что это остатки баркаса Николы, превращенного морем в студенистую бесформенную массу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ӗлӗк ҫак колхоза каймассерен, хӑйӗн мӗнле туйӑм ҫуралнине аса илчӗ вӑл, — халӗ — темле сапаланчӑк, калӑпсӑр, алӑран юхса тухакан япалана ҫӗклеме кирлӗ пек туйӑнчӗ ӑна.

Ему живо вспомнилось то ощущение, которое всегда оставалось от поездок в этот колхоз, — ощущение было таким, как будто приходилось поднимать что-то расплывчатое, бесформенное и оно растекалось в руках.

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех