Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калӑп сăмах пирĕн базăра пур.
калӑп (тĕпĕ: калӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калӑп, манмӑп, йӑлтах калӑп, — терӗ Захар.

— Скажу, не забуду, все скажу, — отозвался Захар.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Куна эп калӑп сире, — тӑсрӗ вӑл вӑрттӑнлӑх пытарнӑ сасӑпа, — куна эп сире калӑп: е ӗнтӗ эсреметӗн ача ҫуралнӑ, е эсремет туй тӑвать.

 — Это я вам скажу, — продолжал он с таинственным оттенком в голосе, — это я вам скажу: чи ведьмака народилась, чи ведьмак веселье справляет.

II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Эпӗ кӗскен калӑп.

Я буду говорить коротко.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ыран ирхине юлашки сӑмахӑма калӑп.

Завтра утром скажу остатнее слово.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аннен пуҫне анратма пуҫласан, Татьяна Родионовнӑна кайса калӑп.

А будете мать баламутить — Татьяне Родионовне пожалуюсь.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аса илнине пурне те калӑп.

Чего помню, подскажу.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах кутамккине мӑлатукпа калӑп чикнӗ вӑхӑтра пӳрте Никитка чупса кӗчӗ.

Только когда он засовывал в мешок молоток и колодки, в избу вбежал Никитка.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗн те пулин калӑп.

— Скажу что-нибудь.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ак аннене калӑп та — ҫырса та хурӗ.

Вот скажу матери — и запишет.

2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калӑп, эпӗ урӑхла Обломова пӗлместӗп тейӗп! — пӳлчӗ ӑна Штольц кӑмӑлӗ хытӑ ҫемҫелнипе.

— Скажу, что другого Обломова не знаю! — перебил его глубоко тронутый Штольц.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӗпӗ-йӗрӗпе калама ан вӑтанӑр, ҫур сехетлӗхе хӑвӑра ан хӗрхенӗр, пӗтӗмпех мана каласа парӑр, эпӗ вара сире ку мӗн пулнине, тен, мӗн пулассине те калӑп

Не стыдитесь подробностей, не пощадите себя на полчаса, расскажите мне все, а я скажу вам, что это такое было, и даже, может быть, что будет…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Юрать, эпӗ калӑп

— Хорошо, я скажу…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫук, вӑл, сӑнран шуралса, салхуланса кайнӑскер, ҫул ҫӳремелли ҫи-пуҫ тӑхӑнса, ман пата пӗр уйӑхлӑха сывпуллашма килӗ те эпӗ ӑна сасартӑк калӑп: «ҫуллаччен кайма кирлӗ мар, ҫулла пӗрле кайӑпӑр», тейӗп…

Нет, когда он в дорожном платье придет к ней, бледный, печальный, прощаться на месяц, она вдруг скажет ему, что не надо ехать до лета: тогда вместе поедут…»

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Юрать, килсенех калӑп.

— Хорошо, я скажу, как они придут.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсир пирӗн пата тепре килесшӗн пулнине те калӑп.

— Я скажу им, что вы хотели побывать.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫынсем мар пулсан та, хама хам мӗн калӑп?..

Если не люди, не свет, что я скажу самой себе?..

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗн калӑп эпӗ ӑна: мсье Обломов, эпӗ айӑплӑ, эпӗ илӗртрӗм…

— Что я скажу ему: мсьё Обломов, я виновата, я завлекала…

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ сана ун адресне калӑп

Я тебе адрес скажу…

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эп кун пирки пӗрре мар каланӑ, малашне те калӑп, карап шывра ишме пултарни ҫителӗксӗр, унӑн шывра шанчӑклӑн та ҫирӗппӗн тытӑнса тӑмалла.

Я это говорил и буду говорить, не единой плавучестью жив корабль, нужно всегда помнить еще об его остойчивости.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Хӑвӑр пӳртӗрте каҫ пуличчен пулӑр та, тӗттӗм пулсанах эпӗ халӗ сана паракан адреспа хуллен кайӑр… эпӗ калӑп, эсӗ лайӑх асту: Кӗҫӗн Арнаутски, вунпиллӗкмӗш номер.

Переждете в своей халабуде до вечера, а как только смеркнет, тихонько идите прямо по такому адресу… я тебе сейчас скажу, а ты хорошенько запоминай: Малая Арнаутская, номер пятнадцать.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех