Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫнинчен (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла май вӑл тытӑнчӑклӑ калаҫнинчен сипленме тытӑннӑ, анчах ахаль логопедсен меслечӗсем, Лайонел Логпа паллашиччен ӑна пулӑшайман.

Он начал лечиться от заикания, но методы обычных логопедов не помогали, пока он не познакомился с Лайонелом Логом.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Ҫара кайиччен чӗмсӗр ҫӳренӗскер, халӗ пӗр чарӑнмасӑр калаҫнинчен тӗлӗнчӗҫ ашшӗпе амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр-пӗр кил умӗнче, пӗренесем ҫине ларса калаҫнинчен ытларах шӑппӑн ларчӗҫ, ассӑн сывларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗре ирӗксӗр качча парассине те пӗве хӗррине шыва кӗме аннӑ хӗр упраҫсем калаҫнинчен пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Сасартӑк Лена Завьяловпа текех калаҫнинчен ним усси те пулас ҫуккине ӑнланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун пирки калаҫнинчен сӗтеклӗрех сӑмах пулман пирӗншӗн.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах Радик хӑй тӗллӗн ҫапла шӳтлесерех калаҫнинчен сасартӑк тарӑн шухӑш ҫине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Манпа калаҫнинчен усси пулмасть, — тенӗ вӑл юлашкинчен, — атьӑр халех автоинспекцине каятпӑр та унта аслисемпе калаҫса татӑлатпӑр…

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Хӗр, патша текен ҫын хӑйне ҫапла йӑтса тӑратнинчен тата кӑмӑллӑн калаҫнинчен тӗлӗнсе, пӗр саманта ним чӗнме аптраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ калаҫнинчен тӗлӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑна эпӗ аппапа Шурик ашшӗ калаҫнинчен пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кунта эпир хамӑра ятласа калаҫнинчен те вирлӗрех хирчӗҫ.

Крепче и правильней, чем мы отчитываем сами себя сегодня здесь.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑнах та, вӑл хӗрсе калаҫнинчен Урсэкие пек мӑшкӑласа кулма пикенекен ҫамрӑксем те тупӑнкалаҫҫӗ, анчах ҫапах та ыттисем ӑна сывламасӑр тенӗ пекех итлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Были, правда, зубоскалы вроде Урсэкие, которые посмеивались над его страстными речами, но остальные слушали, затаив дыхание.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ача ют «улпут» чӑвашла чипер калаҫнинчен тӗлӗнчӗ, вырӑнтан хускалмасӑр, ун ҫине чӑр-чӑр пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсем хӑйсем пекех чӑваш хитре ҫи-пуҫпа ҫӳренинчен, вӑл тӑван чӗлхепе чипер калаҫнинчен тӗлӗнеҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ вӑл нумай вуланинчен-пӗлнинчен тӗлӗнсе, вӑл хавхаланса калаҫнинчен савӑнса кӑна лартӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Йывӑр аманнӑ, чирлӗ ҫын ҫапла хастарланса калаҫнинчен Таня тӗлӗнсе те савӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем савӑнӑҫлӑн та шавлӑн калаҫнинчен шухӑшӗсем турӑпа чиркӳ йӑлисенчен ытла та инҫетри уҫҫӑнах палӑрать.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗрпӳпе калаҫнинчен вӑл ҫакна ӑнланчӗ: ку казаксене Морозов боярин ертсе килнӗ, ҫак самантра вӑл Хусан ҫулӗ ҫинче кӗтсе тӑма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пулас кӗрӳшне вӑл нихӑш енчен те хурлама пултараймарӗ: хитре, тӗреклӗ, пуян, калаҫнинчен пӑхсан ухмах та мар.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех