Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫмасть (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрле лампа ҫутипе, умне саппун ҫыхса, кивелнӗ ҫӑматӑсене ҫӗнетме ларать Иван пичче, нумай калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевич та ун ҫинчен начар калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван, вырӑсла ӑстах пулманран, хӑй нумай калаҫмасть, ҫын калаҫнине итлеме, ҫынна сӑнама пӗлет.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн хытах пусӑрӑнчӗ вӑл, никампа та калаҫмасть, шӳтлемест.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Сахал ҫывӑрсан та, ӗҫре ялан савӑнӑҫлӑ, пуринпе те кӑмӑллӑ, никампа та сасӑ хӑпартса калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Апла вӑл санпа калаҫмасть те.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Калаҫмасть ҫав Павӑл, нихӑҫан та пӗр сӑмах каласа чунне усмасть.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Куҫран пӑхмасть Тимуш, калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Калаҫмасть, юрлать тейӗн хӗр.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫапах та сисӗнет, курӑнать: ытла ҫилленсех калаҫмасть хӑй, йӗкӗте сума суса ятлаҫать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Совхоз директорӗ обком номенклатурине кӗрекен ҫын, пирӗн пек ҫара ҫерҫи мар, эс вара ӑна тӑрлавсӑр ҫын пек сӑрласа кӑтартнӑ, хӑйне улпут пек тыткалать, никампа та йӗркеллӗн калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхи каччӑ та (повесть геройӗ) хӑйсен ялне ӗҫлеме килнӗ хӗр библиотекаре юратса пӑрахать, анчах лешӗ унпа йӳнейлех калаҫмасть, унӑн пурнӑҫӗ ыррӑн йӗркеленесси пирки иккӗленет: «Аҫу тӗрмере ларни сана ӗмӗр тӑршшӗпех такӑнтарӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех. Институт пӗтерсен те нихҫан та сана пысӑк ӗҫ шанса памӗҫ», — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Марина пӗрре те сана йӳнеллӗ калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Санюк, ав, нихӑш майлӑ та пулса калаҫмасть, вӑл аллинчи анчӑк курӑкӑн шурӑ чечекӗсене татса ларать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Арӑмӗ тӑрӑслаттарса утма пӑрахман-ха, икерчӗ ҫинчен те асӑнмасть, яшка пӗҫересси пирки те калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Каччи ку ытлах калаҫмасть, хитре сӑмахсем те шырамасть, нимӗн те шантармасть, юрататӑп тесе те каламасть, ҫапах та сисетӗп — вӑл мана чӑнах юратать.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Ниҫта та тухмасть, никампа та калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Зина малтанхи пек хастаррӑн калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ытлашши калаҫмасть хӑй, анчах витӗмлӗ те тӗл тивекен сӑмахӗсем легальнӑй марксистсене пӑталасах лартаҫҫӗ, хӑйпе пӗр шухӑшлисене савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Упӑшки хаҫат пӑхса ларать, анчах вӑл вуламаннине арӑмӗ лайӑх пӗлет: Макар пӑшӑрханнӑ е куляннӑ самантсенче калаҫмасть, хаҫат е кӗнеке тытать, анчах страницӑсене уҫмасӑр, саспаллисене курмасӑр, пӗр тӗле пӑхса, вуланҫи пулса ларать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех