Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫмарӗҫ (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем малтанхи пек сасӑпа калаҫмарӗҫ ӗнтӗ кӗлетре, пӗр-пӗрин ҫумне чӑмӑртанса, темле-темле ӑшӑ сӑмахсем пӑшӑлтатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫук, иккӗшӗ те шӑпах ларчӗҫ, калаҫмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Малтанлӑха ним ҫинчен те калаҫмарӗҫ мучипе Якур.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑн ҫинчен Малан кинемипе Герасим Федотович сӑмах майӑн кӑна аса илчӗҫ, ун ҫинчен нумаях калаҫмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тек нимӗнех те калаҫмарӗҫ вӗсем, сывпуллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Бориспа вӗсем тек калаҫмарӗҫ, апла пулин те унӑн куҫӗсем хӑй ҫине тунсӑхлӑн пӑхнине, хушӑран хулӗнчен е аллинчен асӑрханмасӑр тенӗ пек перӗнсен пӗтӗм кӗлеткипе электричество токӗ чупса иртнӗ пек сӑрӑлтатнине туйсах пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Якурпа вӗсем ҫул тӑршшӗпех пӗр сӑмах та калаҫмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑлхава ертсе пыракансем пӗрре те кунашкал йӑваш калаҫмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем тек калаҫмарӗҫ, ҫамрӑксем мӑкӑртатнине итлесе пӗтереймесӗрех тутлӑ ыйха путрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун пек-кун пек калаҫмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун пирки ял ҫыннисем куҫкӗретех калаҫмарӗҫ, ҫапах та шутлама кашниех шутларӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗпе амӑшӗ нимех те калаҫмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тек вӗсем нимӗн ҫинчен те калаҫмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Факрегед урока ҫирӗп ас туса юлсан, — ку унӑн ҫакнашкал ӗҫсенчи вичкӗн ӑнӗшӗн-туйӑмӗшӗн пӗртте йывӑр мар, — вӗсем уйрӑлчӗҫ те пӗр-пӗринпе урӑх калаҫмарӗҫ.

Когда Факрегед затвердил урок, что было не трудно для его изощренной в этих делах памяти, они расстались и больше не говорили друг с другом.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Анчах вӗсем мул-пуянлӑх пирки урӑх нимӗн те калаҫмарӗҫ.

Но больше ничего не было сказано меж ними про сокровища.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Вӗсем ун чухне нумаях калаҫмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Персе вӗлернӗ комсомолецсем пирки нимӗн те калаҫмарӗҫ — вӗсем ҫинчен асӑнма питӗ йывӑр.

Про расстрел комсомольцев не говорили — тяжело было.

XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Апатланнӑ вӑхӑтра нимӗн ҫинчен те ытлашши калаҫмарӗҫ, мӗншӗн тесен сӗтел хушшинче калаҫса ларнине ашшӗ пӗрре те юратмастчӗ.

Ужинали молча, потому что папа не любил, когда за едой болтают.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Вӗсем Алупкӑна ҫитиччен те урӑх калаҫмарӗҫ.

Молча дошли они до Алупки.

VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Партизансем пӗри те Гвозден ҫинчен калаҫмарӗҫ.

Никто из партизан не заговаривал о том, что произошло с Гвозденом.

20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех