Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫатчӗ (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шура ӑна ман пата хӑварса, хӑй вӑрҫа каяс пек калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Темшӗн яланах алӑран тытатчӗ тата темшӗн яланах куҫран пӑхса калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫав музыка сӑмахсӑрах манӑн чӗрепе калаҫатчӗ, ӑна пӗрре ачашлатчӗ, тепре ыраттаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Микулай ахаль чухне те салтак умӗнче мӑнкӑмӑлланма юратмастчӗ, пуринпе те кула-кула калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улькӑр вилнӗ хыҫҫӑн ялан манпа калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Утарта курӑксене хисеплесе вӗсемпе калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ҫӗрле отбой хыҫҫӑн казармӑра яш-кӗрӗм ҫакӑн пирки пӗрмай пӑшӑлтатса калаҫатчӗ, анчах та командирсенчен ыйтма хӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӑвак тӳпери шурӑ пӗлӗтсенче тем тӗрлӗ чӗрчунсем куратчӗ, калаҫатчӗ те…

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл яланах манпа питӗ кӑмӑллӑн калаҫатчӗ те кашнинчех Звягинцев мана ҫав тери ырлани, ман ҫине ӑшшӑн пӑхни, хӑйне пулӑшнӑшӑн тав туни ҫинчен пӗлтеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл унӑн ӗҫӗ государствӑшӑн питӗ паллӑ ӗҫ пулнӑшӑн хавасланса калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

…«Ака ӗҫӗсене вӗҫлер-ха, ун чухне ярмаркӑна та кайӑпӑр, мӑшӑрланас текенсем пулсан, туйра та сикӗпӗр, хапха умӗнчи каска ҫине ларса, пӗр-пӗрне хыпар-хӑнар та пӗлтерӗпӗр», — кӑмӑла ҫӗклентерсе калаҫатчӗ Михаил Федорович Юнкеров тракторист ҫурхи кунсенче.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ир те, каҫ та: «Ниҫта ларма-тӑма ҫук, мӗншӗн кӑна пуҫа килсе чикрӗм кунта», — тесе калаҫатчӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Урӑ чухне Сулагаев асӑрхануллӑрахчӗ-ха, тӳрех апла-капла перкелешместчӗ, анчах киккирикӗ хӗрсен чӗлхине тӳрех ирӗке яратчӗ — кашнинчех тиркешерех калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аттесем лашана урама кӑларнӑччӗ ӗнтӗ, лесник вӗсемпе сывпуллашса хавассӑн калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

…Ҫак каҫран пуҫласа Лида манпа тӑтӑшах калаҫатчӗ, хӑй яланах уҫӑ кӑмӑллӑ та хаваслӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тырӑ вырнӑ вӑхӑтра трактористӑн ӗҫӗ яланах мӑй таран, апла пулин те хӑш-пӗр чухне Илюш килтех пулатчӗ, анчах Альбина ӑна сӑмах хушса чӑрмантармастчӗ — ытларах унӑн амӑшӗпе калаҫатчӗ, ӗҫне туса пӗтерсен тӳрех сывпуллашма васкатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Шанчӑк хамӑн пысӑк пекчӗ: мӗншӗн тесен хӗр манпа яланах ӑшшӑн, йӑл кулса калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Вӑл та ҫапла туй хыҫҫӑнхи чӑп-чӑп каҫӗ иртсен ун умӗнче ҫакӑн евӗрех пуҫа усса тӑратчӗ, эрленсе-хурланса хӑйне пӗччен хӑварнӑшӑн ӑна ӳпкелешсе калаҫатчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне ача пек кӑначчӗ-ха Лена, Ванюкран та вӑтанмастчӗ, вӗҫӗмсӗр калаҫатчӗ, кулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл ун чухнех манпа «эсир» тесе калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех