Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫакан (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хамӑн вӑрӑм ӗмӗре ҫапла ӑнлантаратӑп, - вӑрттӑн рецептсене каласа парать калаҫакан ҫын.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742

Паллах, иртни асран тухасшӑнах пулман, уйрӑмах вӑл Зоя килте ҫук чухне аса килнӗ, анчах яланах ӑшшӑн кулкаласа калаҫакан Зоя таврӑнсанах, амӑшӗн кӑмӑлӗ йӑлтах улшӑнса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

«Хӑҫан ӳссе ҫитӗнме ӗлкӗртӗн-ха эсӗ, хӗрӗм, — шухӑшланӑ вӑл яланах ӑшшӑн кулкаласа калаҫакан хӗрӗ ҫине пӑхкаласа илсе.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Самарина юлташ пулмарӗ-и ҫав? — сасартӑк илтрӗҫ хӗрсем такамӑн лӑпкӑ та кӑштах тытӑнчӑклӑрах калаҫакан сасса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Хӑҫантанпа ҫакӑн пек калаҫакан, шухӑшлакан пулнӑ эсӗ?! — сисӗнмеллех чӗтренӗ унӑн сасси.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мана больницӑна илсе кайнӑ чух чирлисене малтан йышӑнакан пӳлӗмре иккӗн ларатчӗҫ: кӑштах тытӑнкӑллӑрах калаҫакан арҫынпа пӗр ҫирӗмсенчен иртнӗ хӗрача.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫав хӑлхасӑр тата шӑлӗсем ӳксе пӗтнипе селӗп калаҫакан карчӑк мана тата темскер ӑнлантарасшӑн пулчӗ, анчах эпӗ ӑна текех ӑнланма та, итлесе тӑма та тӳсӗм ҫитереймерӗм, — тав турӑм та хӑвӑртрах тухса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпир вара, ҫав тери ҫепӗҫ калаҫакан пӗчӗк сестрана кӳрентерес мар тесе, тарла-тарлах вӗри чей ӗҫеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӗсем редакци ҫуртӗнче хытӑ калаҫакан установка тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Хӑйсен халӑх умӗнчи ӗҫне ырӑ сӑмахпа асӑнса тӗрӗс хакланӑшӑн писательсем тӑван партие, хӑйсемпе яланах ҫывӑх тӑван пек калаҫакан Н. С. Хрущева чунтан-чӗререн тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Салтак эрехне кружкӑранах ӗҫнӗ хыҫҫӑн Хумкка питӗ калаҫакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сайра калаҫакан пулчӗ илемлӗ хӗрарӑм, ӑна сасартӑках хӑрушӑ чир килсе ҫапрӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр стакан хыҫҫӑн Хӗветӗр те нумай калаҫакан пулчӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Изосимыч — хӑвӑрт-хӑвӑрт, сӑмаха ҫӑтса калаҫакан ҫинҫе саслӑ вӑр-вар йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Епле-ха вӗсем Куля калаҫакан чӗлхепе калаҫмаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Манпа калаҫакан арҫын вара: — Ну, Георги, эппин, хӑвӑрӑн йӑла-йӗркене пӑхӑнса, хӑвӑрӑн ҫемье пурнӑҫӗ лайӑх пултӑр тесе, Венюкпа Ая пурнӑҫӗ лайӑх тӗвӗлентӗр тесе ҫисе кӑтарт тутлӑ какая, — тет.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хавхаланса калаҫакан Тамарӑна Раман ӑмсанса, кӗвӗҫсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унӑнни пекех тӳрӗ сӑмса, чакӑр куҫсем, ялан калаҫакан ҫепӗҫ тутасем.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашки пӑнчӑ тӗлне ҫитиччен вуласа тухнӑ хыҫҫӑн арӑмӗ ҫавӑркаларӗ-пӗтӗркелерӗ ҫывӑх калаҫакан, Ванюшӑн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ ку хута.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла майпа пӗр евӗрлӗ калаҫакан ҫынсем пурӑнакан ялсен ушкӑнӗ тымар янӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех