Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каласшӑнччӗ (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татах тем каласшӑнччӗ… анчах вӑл сасартӑк тенкел ҫине татӑлса анчӗ, вара тӑнне ҫухатрӗ…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл мана тем каласшӑнччӗ, анчах хуралҫӑ ӑна пӳлсех: — Мӗскер пулчӗ аннӳне, чирлесе ӳкмерӗ пулӗ те? — тесе ыйтрӗ, самаях пӑшӑрханса.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӑшӑ-ӑшӑ сӑмахсем каласшӑнччӗ, анчах сӑмахӗсем тупӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Микула палламан ҫынна тав туса ӑшӑ сӑмах каласшӑнччӗ, тивӗҫ сӑмахне тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам та ҫавна каласшӑнччӗ сана.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ те ҫавна каласшӑнччӗ, — чӗлхи ҫине килнӗ сӑмахне персе ячӗ Макҫӑм.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн каласшӑнччӗ унпа? — ҫирӗп сасӑпа ыйтрӗ Озеров.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эп сана кун пирки тахҫанах каласшӑнччӗ, — хурлӑхлӑн тавӑрчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Питӗ каласшӑнччӗ, хамӑр ял ятне каласшӑнччӗ ӑна, ҫук, май килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп урӑхларах каласшӑнччӗ, эпир ханлӑхра та аллах хушнӑ ӗҫех тӑватпӑр-ҫке тесшӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Степан Лукич тем каласшӑнччӗ, ӗлкӗреймерӗ, шӑпах ҫак вӑхӑтра хыр вӑрманӗ ҫийӗн ҫавра ҫил иртсе пынине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

— Мӗн каласшӑнччӗ? — ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Тем каласшӑнччӗ — учительница класа кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тем каласшӑнччӗ вӑл — калаймарӗ, чӗлхи ҫаврӑнмарӗ.

Он попытался что-то сказать — язык не поворачивался.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Те мӗн те пулин каласшӑнччӗ вӑл, те Савтепи те Ухтивана… хитре тесе шутлать?

То ли сказать что хотела, то ли и она считает Ухтивана рохлей?

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Тата акӑ мӗн ҫинчен каласшӑнччӗ эпӗ сире.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем каласшӑнччӗ Левентей, Анушка халь ӑна-кӑна итлесе тӑмарӗ, вӑл Левентейрен тем пулсан та хӑйне трактористсен курсне яни ҫинчен справка илме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тукай тата тем каласшӑнччӗ, анчах Юсуф князь ӑна тек калама памарӗ, вӑл ура ҫине сиксе тӑчӗ те чышкисемпе юнаса хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла каласшӑнччӗ тыткӑнри тимӗрҫӗ мӑрса ывӑлне — шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ сана акӑ мӗн каласшӑнччӗ, — старик калаҫма лайӑх пултӑр тесе чавса ҫине тӗрӗнесшӗнччӗ, анчах хирӗннипе чыхӑнса кайрӗ те пӗр самант ӳслӗкпе асапланчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех