Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каларӑмӑр (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вара, эпир Хусанкайӑн пӗрремӗш кӗнекине, малтанах каларӑмӑр ӗнтӗ, иккӗмӗш кӗнекин «ҫуттипе», уйрӑмах «Поэзи пулсан…» сӑвӑ шухӑшӗсем енчен пӑхса тухрӑмӑр, ҫав ҫутӑра унӑн пахалӑхне куртӑмӑр, хӑш-пӗр ҫитменлӗхне те асӑрхарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Эпир Семен Сергеевича, унӑн мӑшӑрне, ачисене ырлӑх-сывлӑх сунса, пӗрин хыҫҫӑн тепри сӑмах каларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Каларӑмӑр, ҫитерсе пырсан эпир телейлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпир унта радиопа, телевиденипе сӑвӑ-калав каларӑмӑр, ялсенче, хуласенче вулакансемпе тӗл пултӑмӑр, Шевченкӑпа, Ҫеҫпӗлпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене ҫитсе куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

— Эпир ун ҫинчен тӗслӗхшӗн ҫеҫ каларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Эпир те ӑна хамӑрӑн республика наградине — Грамота патӑмӑр, унтан тӗпчев институчӗн саламне каларӑмӑр та парнесем кӳтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫавӑн пирки сана эпир, намӑсланнӑ тусусем, куҫранах каларӑмӑр та — пуҫланчӗ хайхи эсӗ пирӗнтен ютшӑнасси.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тата ҫапла каларӑмӑр: «Пӑрахса хӑвар велосипедна ҫырма хӗррине» чунна илет вӑл санӑнне, велосипед теме те ҫук ӗнте ӑна, армак-чармак тимӗр ҫеҫ», — терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шухӑшсене чун-чӗре, сисӗм-туйӑм патне ҫитерме пулӑшаканни вӑл — формӑ; формӑ пулмасан, содержани, каларӑмӑр ӗнтӗ, пурӑнаймасть, кайӑка ҫунат кирлӗ пулнӑ пекех содержание те формӑ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

— «Ылтӑн килӗшӳ» хутӗнче эпир пӗр-пӗринпе туслӑ пурнасси ҫинчен каларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ну, эпир камне каларӑмӑр, ма эсир, пичче, хӑвӑр камне каламастӑр? — ҫине тӑчӗ Кирук.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хыр тавра алӑран-алла тытӑнса юрларӑмӑр, сӑвӑ каларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хамӑр айванлӑха, чун хытӑлӑхне пула эпӗ те, ман мӑшӑр та, тен, сан пирки иккӗлентӗмӗр те пулӗ, ытлашши сӑмах та каларӑмӑр пулӗ, сана килӗшмелле мар ӗҫсем те турӑмӑр пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпир «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн хӑш-пӗр, унӑн тӗп геройӗсемпе ҫыхӑнса тӑракан енӗсем ҫинчен ҫеҫ каларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Эпир вара йӑлтах чӑннине каларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫук, нихӑҫан та шухӑшламан, — тӗрӗссинех каларӑмӑр эпир, Эрхиппе иксӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Куланай тӳлесе татнӑ хыҫҫӑн халӑхӑн укҫа ҫукрах тесе ҫеҫ каларӑмӑр!

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир рабочисемпе фронтовиксене тырӑпа тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ ытларах парӑпӑр тесе шантарса каларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каларӑмӑр ӗнтӗ, медицинӑпа пӗрлех П. Н. Осипов искусство пирки те хавхалансах ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

— Тукайпа иксӗмӗр Нухрата сан пирки каларӑмӑр та, пирӗн хӗр ача тем те пӗр кӑшкӑрса тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех