Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каланӑччӗ (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫхине Герасим Федотович хӑех каланӑччӗ: «Ыран ҫӗрулми кӑларма пыратӑп», — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ку сӑмахсене вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Автанкассинчи Юрмейкейкинсем — чӑн-чӑн совет патриочӗсем», — ҫапларах каланӑччӗ ун чух ҫамрӑк учительница.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шанаров мана хӗрӗн хуйхи-суйхи ҫинчен те каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Каланӑччӗ вӑл, сысна аптранӑ пак полсан мана систер тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Укҫуне илсе тыттарнӑ чухне тата Кӗлсулттан кинемей тӗлӗнмелле сӑмах та каланӑччӗ: «Ӗлӗк-авал чи чаплӑ паттӑрсем ҫеҫ кӑвак ҫӗмренпеле пенӗ. Кӑвак ҫӗмрен — тасалӑх палли, чӑнлӑха юратнин, халӑхшӑн тӑнин палли», — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— А-а, эпӗ ун чухне урӑх хуҫа ҫинчен каланӑччӗ, — сӑмахне тупрӗ Ишмук.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑмӑлу пулсассӑн арӑмна та ил, Анчах хӑвӑнпа хӗрне хӑварас мар, Тесе каланӑччӗ воевотӑ мана, Ҫавӑнпа та хӗрне хӑварас мар, Илемлентӗр унпала Шупашкар, Тесе пӗтерчӗ салтак сӑмахне, Шаклаттарса илчӗ атти кӗллине.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Техникӑна пӑхса тӑрас, унӑн ӗмӗрне вӑрӑмлатас тӗлӗшпе пирӗн округ республика шайӗнче те лайӑх енчен палӑрса тӑнине иртнӗ ҫул хамӑр тӑрӑхра иртнӗ канашлура Чӑваш Республикин патшалӑх техника надзорӗн тӗп испекторӗ В.П.Димитриев та каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Ашшӗ ӑна ҫак кӳллӗн кӑнтӑр ҫыранӗнче темле чул хӳшӗ пурри ҫинчен каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Украинӑра пуш уйӑхӗнче сивӗ ҫанталӑкра алли-урин пӳрнисене тӑм илнине ӑнсӑртран ҫеҫ каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Сложил!.. — тесе иккӗмӗш хут каланӑччӗ кӑна, пыра темӗн пӑвса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кун пирки каярах атте: «Ват ҫын ачисем пултӑр ҫав!»- тесе пӗрре кӑна мар каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Пӗррехинче Стурза вӗренекенсене хӑй Бессарабире ҫурални, анчах пурпӗрех таса юнлӑ румын пулни, Бессараби ҫыннисене пӗтӗм чунтан курайманни ҫинчен каланӑччӗ.

Стурза говорил, что он хоть и уроженец Бессарабии, по является, однако, чистокровным румыном и не выносит этих «костя и совестя».

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мана тахҫан Баймашкин ятлаҫни аса килчӗ: вӑл та ун чухне хӑш-пӗр ӑнӑҫсӑр журналистсем пирки ҫакнах каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мӗнле хаярланса, чунтан ӗненсе каланӑччӗ вӑл!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав сӑмахсене тахҫан вакунра пӗр инвалид каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫак сӑмахсене пурне те ашшӗ ҫул ҫинче вӗрентнипе каланӑччӗ ача.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Аня, юрату телейӗпе тулнӑскер, Кольӑна ҫапла каланӑччӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Тепӗр ҫичӗ-сакӑр ҫултан ҫеҫ ӑна ӳсӗрӗлнӗ Курти, Хветӗр хӑраххи, «пуҫана» тесе каланӑччӗ

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех