Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каланипе (тĕпĕ: калани) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс сӑмахӗсене украинла ҫавӑрттарса каланипе пит илемлӗ илтӗнет вӑл калаҫни.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укҫа вӑрланине каланипе хӑтӑлас ҫука ӑнланать вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юрий Михайлович предприятисемпе организацисен пулӑшӑвӗ ҫинчен каланипе пӗрлех уйрӑм ҫынсен енчен тимлӗх пысӑккине палӑртрӗ: «Ҫынсем пулӑшасшӑн, анчах вӗсем фонда паракан укҫа хӑйсен муниципалитетне килтӗр теҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Иван Сидорович, Архипов мӑн каланипе тӗлӗнсе, ура ҫине сиксе тӑчӗ те темрен хӑранӑн пӳлӗмрен хыпаланса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эсӗ каланипе килӗшместӗп.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗррехинче, Прохоровӑна ҫырса панӑ заявленире, Завьяловӑн ҫакӑн пек сӑмах ҫыхӑнӑвӗпе усӑ курмалла пулнӑччӗ, анчах халӗ ҫак хӗрарӑм ҫавӑн пек каланипе вӑл тӳсме ҫук тарӑхса каять.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах, те Петӗр хумханса каланипе, те хамӑн хӑлха ҫапла илтнипе, «Сывӑ пул, Ҫеҫпӗл халӑхӗ!» тенӗ пек туйӑнчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Юлашкинчен, вӑл хай те леш сӳс-сухал каланипе пӗтӗмпех килӗшнӗ: «Соклаҫсӑр мар ӗнтӗ ку…»

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫак сӗрме купӑс шӑратакан музыка та ача каланипе мар, тавралӑхра хӗлӗхсем ҫеҫ сисмелле сасӑпа юрлакан япаласенчен янӑраса пулать пуль.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Чӑн та, вӑл каланипе килӗшсе, ун пахчи ҫумне ик йӑран пек чавса ҫӗрулми лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Лашманов шӑпланчӗ, хӑйӗн шухӑшӗ пирки иккӗленме кирлӗ маррине пӗлтернӗн, вӑл каланипе пурте килӗшнине пӗлнӗн яланхилле хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӗнсе каланипе ан лӑплантӑрччӗ вӑл, хӑй сӑмахӗсем пур ҫӗрте те пурнӑҫа кӗччӗр тесе ырми-канми тимлетӗр.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пухӑннисен умӗнче салам сӑмахӗсемпе тухса калаҫнӑ муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый ӗҫченлӗхпе палӑрса тӑракан округра пурӑнакан ӗҫ ҫыннине куҫ тӗлне тӑвасси малашне те малти вырӑнта пулма кирлине палӑртса каланипе пӗрлех пурне те Тӑван ҫӗршывӑмӑр ячӗпе малашнехи ӗҫре ӑнӑҫусем сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Виҫӗ ҫын (А., П. тата И. ) хальлӗхе асӑрхаттарса каланипе хӑтӑлса юлма пултарнӑ пулсан, Аслӑ Шӑхалӗнчи Г. пирки апла калаймӑн, ӑна 2000 тенкӗ штраф панӑ.

Куҫарса пулӑш

Каласан та итлемеҫҫӗ-и? // С.АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... ce-%d0%b8/

Кун пек каланипе эпир икӗ чӗлхери пӗр пек япаласенех расна ҫутатмалла тесшӗн мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Исаев произведенин содержанине идеологи патне илсе ҫитернипе, содержанипе идеологие пӗр карта лартнипе содержани ӑнланӑвне ансӑрлатать, хӗссе хурать, тӗрӗс мар ӑнлантарать; сисӗм ҫинчен каланипе ҫеҫ хӑйӗн шухӑшне содержани ыйтӑвне тӗрӗсрех ӑнланас ҫул ҫине кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

— Капла каланипе ӑнлантӑм тетӗн пуль ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ Алюн каланипе килӗшрӗм те.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Е хушнипе, каланипе парне паратӑр?

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каланипе итлемерӗн, мана пӗтересшӗн пултӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех