Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каламӑп (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Егор Петровичпа калаҫӑва мӗнле ҫыхӑнтарса яни ҫинчен каламӑп.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Юрӗ, каламӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ан хӑра, никама та каламӑп, — Хура Ҫимун Петрук ҫине пӑхмасӑр хапхаран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тем тери асаплантарсан та кӗнекене кам панине каламӑп», шухӑшларӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ мӗн курнине никама та каламӑп, — ҫӗкленчӗ вӑл ура ҫине.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Эпӗ ҫавӑншӑн ҫур сӑмах та каламарӑм ӑна, ӳлӗм те каламӑп.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫук, эпӗ хам ҫинчен каламӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Ивановӗ пирки каламӑп, вӑл пӗрремӗш хут мар суд умне тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ никама та каламӑп, эсир те пӗр чун таткине те пӗлтермӗр, ҫапла вара, — никамшӑн та сиенлӗ мар.

Я никому не скажу, вы тоже не скажете ни одной душе, таким образом это дело пройдет безвредно.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Мӗншӗнне — каламӑп, ӑна кашниех хӑй пӗлет.

Почему — говорить не буду, всякий сам понимает.

ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Кирлӗ мар пулсан, каламӑп, ан хӑра.

— Не скажу, не скажу, если не хотите.

V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Эпӗ, Хань Лао-лю, тав тунисӗр пуҫне, урӑх нимӗн те каламӑп.

Я, Хань Лао-лю, кроме благодарности, ничего не скажу!

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

«Ан пӑшӑрхан, ан хӑра. Нимӗн ҫинчен те каламӑп», тесе пӑхрӗ вӑл ман ҫине, эпӗ ӑна ӑнлантӑм.

Я прочла в глазах матери: «Ничего не бойся. Ни о чём не расскажу».

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вара эпӗ Спартака тӗрӗссине каламӑп, эсӗ лагерьтех тӑратӑн тесе суйӑп.

Я обману Спартка, скажу, что ты не двинулся из своего лагеря.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Олимп ҫинчи тата тамӑкри мӗнпур турӑсен ячӗпе тупа тӑватӑп, эпӗ кунта мӗн пӗлни ҫинчен те, пирӗн хушшӑмӑрта мӗн пулса иртни ҫинчен те никама та, Верреса хӑйне те каламӑп, анчах эсир мана чӗрӗ хӑварӑр…

Я торжественно клянусь всеми богами Олимпа и ада не передать никому, даже Верресу, ничего из того, что я узнал, только пощадите меня.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эсӗ вӑрла — эпӗ нимӗн те шарламӑн, хӗрсем патне ҫӳре — ун ҫинчен те шарламӑп, ӗҫсессӗн те — каламӑп: Санӑн чӑрсӑрлӑхусем ҫинчен вара яланах хуҫана калатӑп, ӑна пӗлсех тар…

Украдь — я смолчу, к девкам ходи — тоже смолчу, и выпьешь — не скажу! А про дерзости твои всегда передам хозяину, так и знай…

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ унӑн чунӗ мӗн тери асапланни ҫинчен те ҫырмӑп, Прохор Палыч кун хыҫҫӑн икӗ талӑк хушши ҫуршар каҫ ҫывӑрманни ҫинчен те чарӑнса тӑмӑп, унӑн кӑмӑлӗ мӗн тери улшӑнса тӑни, кичемлӗхӗ урлӑ каҫсах тӑкӑнни ҫинчен те каламӑп — питӗ йывӑр вӑл.

Не буду описывать терзания его души, не буду останавливаться на том, как Прохор Палыч по полночи не спал двое суток подряд, не буду вдаваться в подробности колебаний психики и переливания тоски через край — это очень трудно.

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

— Юрӗ, каламӑп, — сӑмах пачӗ Виктор Сергеевич.

— Хорошо, не буду говорить, — обещал Виктор Сергеевич.

Ҫурҫӗр ҫулҫӳревҫи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Юрӗ-ҫке, юрӗ, каламӑп.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Дутловӑн ҫав ирхи ӗҫӗсем синчен тӗпӗ-йӗрӗпех каламӑп; унӑн ҫав ир ӗҫӗсем калама ҫук ӑнса пыни ҫинчен анчах калӑп.

Не стану подробно описывать всех похождении Дутлова в это утро; скажу только, что ему особенно посчастливилось.

XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех