Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каламасӑр (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар ывӑлне ерипен ҫӗклесе хӑй ҫумне ҫупӑрласа тытрӗ, никама ним сӑмах каламасӑр килӗ еннелле хыпаланса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сӑр леш енче пулма тивӗҫ ӗнтӗ вӑл усал мӑнастир, — хӑйӗн шухӑшне каламасӑр чӑтаймарӗ Аттеней ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыттисем те сенӗкӗсене хатӗр тытса тӑнине асӑрхаса утне утланчӗ, пӗр сӑмах каламасӑр чӗлпӗрне кӑрт туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапах та эс эшкерне ертсе ан пыр, — калас сӑмаха каламасӑр чӑтаймарӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем аслӑ воеводӑна пӗр сӑмах каламасӑр пуҫ тайрӗҫ те алӑк патнелле танкӑлтатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай аллинчи чӗлпӗре Иливана тыттарчӗ те пӗр сӑмах каламасӑр пӳрте чупса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун вырӑнне ыттисем, патша хыҫҫӑн пыракан ҫамрӑк улпутсем, мӗнле чипер! — хӗрарӑмсен чӗлхи вӗҫерӗннине кура каламасӑр чӑтаймарӗ тепри.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Картлашка ҫинче алӑк хыҫӗнче пытанса тӑракан Эмине, Нургали арӑмӗ, курӑнса кайрӗ, вӑл арҫынсене пӗр сӑмах каламасӑр тӳрех Эрнепи патне чупса пычӗ те ӑна пӳртелле илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патша аллинчи тимӗр хӗресӗпе пурне те пил пачӗ, вара пӗр сӑмах каламасӑр чатӑралла иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑм таҫта ҫывӑха ҫитсе килчӗ те пӗр сӑмах каламасӑр хапхаран каялла кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир сире кун ҫинчен шарласшӑн марччӗ, анчах каламасӑр тӑрсан теприсем хан хӑраса ӳкнӗ теме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫа пӗр-пӗр сокӑш… шохӑш пырса кӗрет те, вырӑнсӑр шохӑш полсан та, ҫынна каламасӑр чӑтаймастӑп вара.

Так бывает: втемяшится в голову какая-нибудь мысль, пусть неуместная, никчемная, а хочется ее высказать.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ульти тӗпелелле иртсе Ваҫука ҫавӑтрӗ те пӗр сӑмах каламасӑр картишнелле туртрӗ.

Ульди прошла вперед и, взяв Вазюка за руку, молча повела за собой во двор.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эсир каламасӑр та мӑшкӑллама пӗлетӗр.

— А вы и без слов можете сделать такое!..

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Яриле патне утса пычӗ те вӑл пӗр сӑмах каламасӑр старике сасартӑк ҫӳҫӗнчен ҫавӑрса тытрӗ, сӗтӗркелесе ури ҫине тӑратрӗ.

Молча подошел к Яриле, ухватил за волосы и поставил на ноги.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӑмах хушмаллах пулсан мӗн те пулин каламасӑр май килмесен ҫеҫ ҫӑварне уҫать.

Каждое слово у него — на весь золота.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах ҫынсем Марине кӗпер ҫинчен те каламасӑр хӑвармасть тесе шанса тӑнӑ иккен, Марине «Эп пӗтертӗм» тесе вырӑнне ларма тӑрсан, темиҫе сасӑ ӑна ҫийӗнчех тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алӑк патӗнче Левентей пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ: ӑна халь пулса иртнӗ калаҫу вӗҫленмен пек, вӑл секретаре чи кирлине каламасӑр хӑварнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс ан ӳпкеле-ха ӑна, вӑл ӗҫпе кайнӑ, — каламасӑр чӑтаймарӗ Кабир.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каламасӑр.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех