Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каламарӗҫ (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑҫталла ҫул тытассине каламарӗҫ

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ятран чӗннисӗр пуҫне урӑх пӗр сӑмах та каламарӗҫ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах вӗсем кун ҫинчен никама та каламарӗҫ пулас, иккӗшӗ те шӑпӑртах пулчӗҫ — ҫынсем пӗлсен, намӑса ӑҫта чикес?

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

— Ытлашши лутӑркама каламарӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ӑҫта пулнӑ вӑл, кам мӗн тунӑ унпа — кун ҫинчен ашшӗ те, ыттисем те нимӗн те каламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нимӗнех те каламарӗҫ вӗсем, сӑмах та чӗнмерӗҫ, ҫапах та Сима ӑнланчӗ: ытлашши вӑл кунта паян, ӑна Тамара патне паян тем тесен те кӗртмеҫҫех.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ытти салтаксем эпӗ ҫара хам ирӗкпе килнине пӗлсен, хама нимех те каламарӗҫ, пӳрнисене ҫеҫ ман ҫине тӗллесе кӑтартрӗҫ, кӗҫех вара «непотул казанулуй» тесе ят пачӗҫ.

Но когда другие солдаты узнали, что я доброволец, они ничего не сказали мне, только тыкали в меня пальцем и прозвали тут же «непотул казанулуй».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Урӑх нимӗн те каламарӗҫ, — пуҫне ҫавӑрса каларӗ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Элчӗсем ҫапла тесе те, ҫапла мар тесе те каламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хирӗҫ пӗр сӑмах та каламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килте ӑна ашшӗпе амӑшӗ ан кай тесе каламарӗҫ, ҫапах та систерсе хучӗҫ: юлан утпа кайсан, ывӑлӗ вӗсене лашасӑр тӑратса хӑварма пултарать.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Михетерпе карчӑкки Пехиллерӗҫ хӑй хӗрне, Мӗн пур тантӑша йӗртсе Тӑкрӗҫ ӑшӑ куҫҫульне, Савнӑ хӗрне сӑмах та Каламарӗҫ намӑсшӑн: Сетнерпеле вӑрмана Намӑс туса тарнӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫапла шутларӗҫ вӗсем, анчах сӑмахпа нимӗн те каламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуралта тӑракан воинсем вӗсене ӑҫта ӑсатасси пирки ыйтсан та нимӗн те каламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑванӗсем пытарнӑ ҫӗре пычӗҫ, усал сӑмах каламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шел, ҫынни пурӑннӑ чухне каламарӗҫ ҫакна.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Иккӗшӗ те ырланӑн кулкаларӗҫ, урӑх нимӗн те каламарӗҫ, анчах кӑмӑллӑ туйӑмпа юлчӗҫ.

Они одобрительно усмехнулись, больше не говоря ничего, но остались с приятным чувством.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Анчах хуҫи килте ҫук-мӗн, вӑл ӑҫта кайнине те хӑна ҫуртӗнче ӗҫлекенсем пӗлеймерӗҫ е юри каламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, ятлама мар, пӗр сивӗ сӑмах каламарӗҫ ӑна, ӑнӑҫу кӑна сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Анчах татӑклӑнах каламарӗҫ

— Но обещали неопределенно…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех