Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаймасть (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗлӗхсене ӗнерме пӗлет, калама чаплӑ калаймасть.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыйт-ха эс унран миҫе турӑ сан тесе, вӑл хӑй те калаймасть.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыйт-ха Иливанран кам вӑл Паҫук тесе — калаймасть.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваҫук татсах калаймасть те, тен, ун (Ваҫукӑн) кӗлетки те ытлашши пӑсӑк мар?

Васюк не утверждает, но его фигура, как ему кажется, тоже не из самых последних?..

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук ахаль ҫӳрес ҫуккине пӗлетпӗр, анчах ӑҫта каясшӑн вӑл — никам та татса калаймасть.

Знаем, что Ивук зря болтаться не станет, а куда собрался и зачем — узнать не можем.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна та калаймасть Савтепи: те вӑл тӗлӗкне ҫывӑрса кайсан курать, те ҫывӑрмасӑрах ҫапла аташса выртать.

Правда, Савдеби теперь и сама не может сказать с уверенностью, сон это или ее воображение перед сном.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗрере тем ирӗлет, сӗтеклӗн, тутлӑн ирӗлет, анчах чӗлхе нимех те ҫавӑрса калаймасть.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗнле вӑл нимӗн те калаймасть? — ӑнланмарӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ кӑҫал вӑйлӑ тырпул туса илетпӗр те, пире никам та нимӗн те калаймасть.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй калас пеккине ҫавӑрса калаймасть иккен те, ӑнлантарас тесе, аллисемпе ҫил арманӗ пек хӑлаҫланать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем каласшӑн питех те пысӑк шухӑш каласа парасшӑн, анчах чӗлхе ҫавӑрса калаймасть.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ак сухалсене кастаратпӑр та, никам та ватӑ тесе калаймасть.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патирек кама юратнине юмӑҫ пӑхмасӑр никам та калаймасть.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Джесси сӑмахсене калаймасть; акӑ ҫӗкленчӗ те карта хӗррипе талккӑшнех ӳсекен кӗл чечексем патнелле васкамасӑр утать.

Джесси не могла сказать слов; тогда она встала и пошла к розам, росшим вдоль всей ограды.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ӑна хӑй те татса калаймасть.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл калаймасть те, кӑшкӑраймасть те, Кӑкӑрӗпе малалла туртӑннӑ, питне тӑснӑ та — сывлӑш ҫитменнипе антӑхать.

Ни сказать, ни крикнуть он не мог, лишь задыхался, все сильнее выгибая вперед грудь и закидывая лицо.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Чӑн та, унсӑр пуҫне никама та палламасть тесе те калаймасть Сераситдинов.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тата ҫакна шута ил эсӗ, манӑн тепӗр пӳрне те шыҫса кайма пултарать вӗт, ун чухне ӗҫ мӗнле вӗҫленессе никам та калаймасть.

— Учти, что у меня может, например, нарывать и другой палец, и кто знает, чем всё это кончится.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тарӑхнипе хӑй нимӗн те калаймасть, ҫӑварӗнчен чӑшлатнӑ сасӑ кӑна тухать.

И лишь шипел от злости.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Мӗншӗн юратать — куна никам та калаймасть.

Хотя никто не понимал, за что именно любил.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех