Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайсассӑн (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа калаҫнӑ ҫынсем, вӑл пӑрӑнса кайсассӑн та, чылайччен ӑна пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Килтен тухса кайсассӑн Аса илӗп хурланса, — юрласа ячӗ тимӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпир тухса кайсассӑн, Тӳшек ҫине выртса кан…

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ӑна амӑшӗ, ашшӗ услам тума кайсассӑн, вӗлерешшӗ[н] пулнӑ, — тесе калать тит.

когда отец уехал по торговым делам, мать решила убить сына.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Сунара кайсассӑн унччен курман хӑрушӑ чӗрчунпа тӗл пулни, «усал вӑя» пӗр-пӗчченех ҫӗнтерни, ӑнланмалла мар ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсене курни ҫинчен каласа панисем сӗм авалхи этемӗн чунӗнче вӑйлӑ туйӑмсем ҫуратнӑ.

Рассказы охотников о встречах с невиданным доселе страшным зверем, о победе в единоборстве с нечистой силой, о невероятных природных явлениях поражали воображение древних людей, вызывая сильные чувства.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ку ушкӑнри юмахсенче тата каччӑ арӑм тумалӑх хӗр шырама кайсассӑн тӗрлӗ нуша-тӗрӗслев витӗр тухни ҫинчен калакан мотив тӑтӑш тӗл пулать.

В сказках вышеназванной группы часто присутствует мотив преодоления разнообразных испытаний в ходе поисков невесты.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Кӗвӗҫӳ-ӑмсану, хӑвӑн ҫуккине кура ҫынсенчен туртса илес килни харпӑр хӑй пурлӑхӗ пулса кайсассӑн, феодаллӑ-патриархаллӑ обществӑра, чӗм илсе аталанса кайнӑ.

Зависть, коварство, желание отнять у другого то, чего сам лишен, — все это получает развитие с появлением частной собственности, в условиях патриархально-феодального общества.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ӑҫта кайсассӑн та лайӑх ҫӳре Ыр ятӑрсем кайччӑр ял ҫине.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Телее тупрӑн пулсассӑн, Упрама ӑна ан ман, Хуть ӑҫта кӑна кайсассӑн, Эсӗ ман умра ялан.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Телее тупрӑн пулсассӑн, Упрама ӑна ан ман — Хуть ӑҫта кӑна кайсассӑн, Эсӗ ман умра ялан.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хулара, эпӗ кайсассӑн, эсӗ асли пулса юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр пӑхма кайсассӑн ялан чи малтан мӗнле ҫинине курасшӑн ҫунатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта-кунта кайсассӑн та ҫанталӑк мӗнлине пӗлмелле-ҫке-ха…

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укапи карчамас кайсассӑн пӗр тапхӑра Укаслу ним тума пӗлеймесӗр тӑчӗ, унтан хӑй вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ те алӑк патне чупса пырса часрах кӗлепе питӗрсе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав юханшывпа тӑвалла кайсассӑн пӗр пы-ысӑк кӳлӗ тӗлне тухатӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, шакӑртатса кӗҫналӑк уҫӑлса кайсассӑн, Укаслу чи малтан картишӗнчи лачакара чаваланакан пӑру пек пысӑк ула сысна аҫине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«И-и-и, йытти епле хамлатать те, ара, хурахсем килсе пусса кайсассӑн та илтес ҫук Савантер!» — ҫаплах мӑкӑртатрӗ Атей.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑхиссине пӑхсассӑн та, Паллашасса ан васка, Яш кӑмӑлна кайсассӑн та, Сӑмах ытла ан вакла».

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Кирек ӑҫта кайсассӑн та аршӑнта тӑватӑ шит.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Савман качча кайсассӑн Татах асап чӑтӑп-и?

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех