Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайнӑскер (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Самарин, ирех район центрне кайнӑскер, таврӑнайман.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Юлашкинчен вӑл, йӑлтах вӑйран кайнӑскер, пуҫне ҫӗре хунӑ, вара унӑн куҫӗсенчен сӑрт тӳпинчи ӗмӗрӗпех ирӗлмен кӑвак пӑр тӗслӗ куҫҫуль тумламӗсем пӑчӑртанса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Апуҫ, хаярланса кайнӑскер, часах ун аллинчен ҫӑлӑнса тухрӗ, ӑна хӑй айне пӗтӗрсе чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫаппа кайнӑскер, ҫавӑнпа яла таврӑнма тухрӑм ак.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ан хӑра… — пӑшӑлтатрӗ Роза, хӗрелсе кайнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсе ҫитнӗ хӗвел, ҫуллӑ ҫатмари ҫӑмарта сарри пек ҫуталса кайнӑскер, сапалать те сапалать хӗрӳ ӑшшине мӗнпур таврана.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗнер ҫеҫ ҫилленсе кайнӑскер, паян каялла таврӑнмӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех вӑл, алӑкран васкасах кӗрсе кайнӑскер, каялла чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Ермолай, пӗтӗмпех шуралса кайнӑскер, вӑйран кайрӗ, тайӑлчӗ, ӑна васкаса пукан лартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл вырӑн ҫинче ӳпне сарӑлса выртать, куҫҫулӗпе шыҫӑнса кайнӑскер, шӑппӑн ахлатать.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр-пӗччен, упӑшкасӑр, пурте пӑрахса кайнӑскер патне, — пӑшӑлтатрӗ арӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чылайччен ларчӗ мӗскӗн ҫапла — ҫухалса кайнӑскер, малалла мӗн тумаллине пӗлмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Витӗр шӑнса кайнӑскер, вӑл утаймасть те.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле, тарӑхнипе хӗрелсе кайнӑскер, калаҫмарӗ урӑх.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑйран кайнӑскер хупӑ каҫ сӗмлӗхӗпе утрӗ вӑл, сулкаланса, куҫӗсенчен кӳреннипе ҫутӑ тумламсем сӑрхӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрелсе кайнӑскер, вӑл чылайччен чӗнмесӗр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вырӑн ҫине тултан кӗнӗ тумтирӗпех тӳнсе кайнӑскер, кӑштахран тин тӑна кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Унта ним те ҫимелли ҫукчӗ, кунта ав ҫӑкӑр ҫине пӑхса выҫӑ вилетӗп, — хурланчӗ вӑл, сарӑхса кайнӑскер, аран хӑрӑлтатса тухакан сассипе.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Земляков коммунистсен лагерӗнчен сакӑр ҫултан тин таврӑнчӗ — тип пулӑ пек хытканланса кайнӑскер, цингана пула пӗр шӑлсӑр тӑрса юлнӑскер, хуҫӑлнӑ аяк пӗрчисемпе…

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вичкӗн ҫиҫӗм суккӑрлатасла ялтӑртатнипе самантлӑха Ӗмӗрпин парни ҫинчен манса кайнӑскер, вӑл пуҫӗ ҫинчи чечекне илсе ӑрӑмҫӑсем вӗрентнӗ пек пӗр сӑмах ҫеҫ пӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех