Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каймӗччӗ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫук пулсан, Микула килтен каймӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Таврӑнасса пӗлнӗ пулсан, ниҫта та каймӗччӗ! — хуҫа арӑмӗн хутне кӗме хӑтланчӗ Кӗтерук.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак самантра хӗвел сӳннӗ пулсан, Ҫтаппан кунашкалах темӗнле пулса каймӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Е ӗмӗлки пулма пултараймасан, унӑн сасси янраса каймӗччӗ.

Если не может быть тени, значит, нет и эха.

XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Юнашар кӳлӗнсен, хам пичевре кӑна пулас пулсан та, халтан яракан лавна ӑвӑнса туртмашкӑн иксӗмӗре кӑшт ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗччӗ — кӑкӑрсем пӗр виҫере пынӑ пулӗччӗҫ, урасем пӗр танлӑ пусӑмпа шӑнӑрланӗччӗҫ, ывӑнса ҫитни те ытла палӑрсах каймӗччӗ

Ведь вдвоем всегда легче, как бы ни была тяжела ноша, ибо наши груди выступают одной линией, ноги шагают шаг в шаг, и усталость становится не столь заметной…

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫак калаҫу ӗнер е паян ирхине пуҫланас тӑк Женя чӑнах та ҫапла тунӑ пулӗччӗ: ниҫта та каймӗччӗ, анчах амӑшӗн кӑмӑлне пӑсса кунӗпех тутине тӑсса ларӗччӗ, чӗнмесӗр ҫӳрӗччӗ.

Если бы Женя оставалась самой собой, той прежней, какой еще была утром, она бы осталась. Надулась бы, насупилась, замолчала бы на весь вечер, извела бы мать, но осталась.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех