Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Ҫӳлхуҫа ун пирки каланӑ сӑмах ҫакӑ: Сион хӗрӗ, ар курман хӗр, йӗрӗнӗ те кулӗ санран, Иерусалим хӗрӗ тӗлӗнсе сан хыҫран пуҫне сулса юлӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ юр шывӗпе ҫӑвӑнсассӑн та, аллӑма ҫуса тасатсассӑн та, 31. Эсӗ мана пурпӗрех пылчӑка путарӑн, вара хамӑн тумтирӗм хамран йӗрӗнӗ.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Ассири патши пирки каланӑ сӑмах ҫакӑ: Сион хӗрӗ, ар курман хӗр, йӗрӗнӗ те кулӗ санран; Иерусалим хӗрӗ тӗлӗнсе сан хыҫран пуҫне сулса юлӗ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫакӑн хыҫҫӑн та Мана итлемесессӗн, Мана хирӗҫ пырсассӑн, 28. Эпӗ те хаяр ҫиллӗмпе сире хирӗҫ пырӑп, хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн ҫичӗ хут ытла хаса кӳрӗп, 29. эсир хӑвӑр ывӑлӑрсен ӳтне ҫийӗр, хӑвӑр хӗрӗрсен ӳтне те ҫийӗр; 30. сирӗн тӳпем вырӑнӑрсене ишсе пӑрахӑп, сирӗн юпӑрсене ҫӗмӗрӗп, сирӗн виллӗрсене хӑвӑр пуҫҫапакан йӗрӗхсен ванчӑкӗсем ҫине пӑрахӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнӗ; 31. сирӗн хулӑрсене пушхир тӑвӑп, сирӗн сӑваплӑ теекен вырӑнӑрсене аркатӑп, сирӗн [парнӗрсенӗн] ырӑ шӑршине йышӑнмӑп; 32. [сирӗн] ҫӗрӗре пушӑ хӑварӑп, унта пырса вырӑнаҫнӑ тӑшманӑрсем те вӑл ҫавӑн пек пулнинчен тӗлӗнӗҫ; 33. сире тӗрлӗ халӑхсем хушшине салатса ярӑп, сирӗн хыҫран хӗҫӗме туртса кӑларӑп, сирӗн ҫӗрӗр пушӑ пулӗ, сирӗн хулӑрсене ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1