Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗрӗнетӗп (тĕпĕ: йӗрӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗрӗнетӗп.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ Васька мӗнле пурӑннинчен йӗрӗнетӗп, вӑл хӑй тӑр-ухмах.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл, текех калаҫмастӑп, санран йӗрӗнетӗп тенӗн, хӑй патне пырса тӑнӑ офицера питӗнчен лачлаттарса сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Гергес, эпӗ нимӗн те ӑнланмастӑп, — сиввӗн хуравларӗ Тинг, — сире итленипе эпӗ йӗрӗнетӗп, анчах та, тен, сирӗн ҫак аташӑвӑр мана ӑнланмашкӑн мӗнле те пулин систерет.

— Я ничего не понимаю, Гергес, — холодно сказал Тинг, — мне противно слушать вас, но, может быть, этот ваш бред даст мне по крайней мере намек на понимание.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

— Эпӗ чапшӑн ҫунатӑп, хӑрушлӑха юрататӑп, чӑн та, унран йӗрӗнетӗп; япӑхах мар журналист, тата — ӗненсемӗр — динамитлӑ ешчӗк ҫинче ларнӑ чух пурнӑҫ рехетлӗхӗпе киленесси — питех те ҫӳхе киленӳ, ку пурин валли те тееймӗн.

— Я честолюбив, люблю опасность, хотя и презираю ее; недурной журналист, и — поверьте наслаждаться блаженством жизни, сидя на ящике с динамитом, — очень тонкое, но не всякому доступное наслаждение.

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Эпӗ секретарьсенчен йӗрӗнетӗп, ҫавӑнпа та вӗсен анчӑкла чӗмсӗр пулмалла.

Я презираю секретарей, а потому они должны молчать как собаки.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

— Укҫана хӗрхенместӗп, санӑн ҫӑткӑнлӑхунтан вара йӗрӗнетӗп; тыт та ҫитмӗл пилӗк тенкӗ — тух унтан!

 — Мне денег не жалко, противна только твоя жадность; бери семьдесят пять и вылазь.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Анчах эпӗ, ырӑ ҫыннӑм, кӑмрӑкҫӑн ирӗклӗ ӗҫӗнче кама та пулин сӳтсе явнинчен, тӗрӗс мар сӑмах-юмахран йӗрӗнетӗп.

Но я, сударь, в свободном угольном деле презираю суды и толки.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫаксем манӑн юлашки сӑмахсем, пӗлӗр: эпӗ сирӗнтен ҫав тери йӗрӗнетӗп, кураймастӑп сире, ҫавӑнпа та эпӗ текех сирӗнпе калаҫма пултараймастӑп.

Это мои последние слова, и знайте, что я слишком презираю вас, чтобы продолжать разговаривать с вами дальше.

Ку — вӑл пулнӑ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эсӗ юрататӑп тесе каланӑ сӑмахсене ӗненмелле марччӗ манӑн, вара эпӗ сана курайман пулӑттӑм, халь йӗрӗнетӗп

 Лучше бы я не поверила твоим словам любви — я могла бы тебя ненавидеть так же сильно, как теперь презираю.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Намӑс сирӗншӗн мана, Пӑхма йӗрӗнетӗп

Стыдно мне смотреть на вас, Стыдно и противно…

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Вӗсен хушшинче пурӑнма, вӗсем мухтаннине итлеме, вӗсене хирӗҫ кулма, вӗсене алӑ пама мӗн тери йӗрӗнетӗп эпӗ.

Как мне омерзительно жить среди них, слышать их хвастовство, улыбаться, жать руку.

Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.

— Вӗсенчен йӗрӗнес пулать, эпӗ вӗсенчен чӑнах та пӗтӗмпех йӗрӗнетӗп те вара!

— Их следует презирать, и я их презираю, вполне и совершенно!

XIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Хамӑн пӳртӗм, хамӑн вӑрманӑм, хамӑн юратӑвӑм вырӑнне ҫав гостинӑйсене, ҫав аялтан ют ҫын ҫивӗтне чиксе янӑ, ҫӳҫне помада сӗрсе тултарнӑ хӗрарӑмсене, ҫав килӗшӳсӗр пӑркаланакан тутасене, ҫав пытарса хунӑ тата пӑсса пӗтернӗ вӑйсӑр ӳт пайӗсене, ҫав гостинӑйсенчи калаҫу текен, анчах ҫапла теме нимӗнле тивӗҫлӗх те ҫук сӳпӗлтетӳсене куҫ умне тӑратсанах эпӗ чӑтма ҫук йӗрӗнетӗп.

Как только представятся мне вместо моей хаты, моего леса и моей любви эти гостиные, эти женщины с припомаженными волосами над подсунутыми чужими буклями, эти неестественно шевелящиеся губки, эти спрятанные и изуродованные слабые члены и этот лепет гостиных, обязанный быть разговором и не имеющий никаких прав на это, — мне становится невыносимо гадко.

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Йӗрӗнетӗп.

— С презрением.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Перӗр! — терӗ вӑл: — Эпӗ хамран йӗрӗнетӗп, сире кураймастӑп.

— Стреляйте! — отвечал он, — я себя презираю, а вас ненавижу.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑш чухне эпӗ хамран хам йӗрӗнетӗп… ҫавӑнпах йӗрӗнместӗп-ши эпӗ ыттисенчен те?..

Я иногда себя презираю… не оттого ли я презираю и других?..

Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

8. Ҫӳлхуҫа Турӑ Хӑй ячӗпе тупа тӑвать, Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Иаков мӑнкӑмӑллӑхӗнчен йӗрӗнетӗп, унӑн керменӗсене кураймастӑп, унӑн хулине те, унта мӗн пуррине те пӗтӗмпех тӑшман аллине паратӑп.

8. Клянется Господь Бог Самим Собою, и так говорит Господь Бог Саваоф: гнушаюсь высокомерием Иакова и ненавижу чертоги его, и предам город и все, что наполняет его.

Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

163. Суяна кураймастӑп, унран йӗрӗнетӗп; Санӑн саккунна юрататӑп.

163. Ненавижу ложь и гнушаюсь ею; закон же Твой люблю.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

158. Санран ютшӑнакансене куратӑп та — йӗрӗнетӗп: вӗсем Санӑн сӑмахна уямаҫҫӗ.

158. Вижу отступников, и сокрушаюсь, ибо они не хранят слова Твоего.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех