Шырав
Шырав ĕçĕ:
Радик хыҫалтан старикӗн ҫутӑ кукшине тата тарӑн йӗрсемпе хӗреслӗ-хӗреслӗ картланса пӗтнӗ ӗнсине пӑхрӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Юнашарах — вулли катӑрка хура йӗрсемпе йӗрленсе, катрашкаланса пӗтнӗ, тӗрӗннӗ хупӑллӑ, усӑк туратлӑ кӗре ластак ама хурӑн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шурса кайнӑ, тарӑн йӗрсемпе пӗркеленсе пӗтнӗ пит-куҫлӑ, кӑвак ҫӳҫлӗ хӗрарӑм, пурне те хӑй куҫӗсемпе курасшӑн ҫунаканскер, ҫынсен ушкӑнӗ витӗр тухаймасӑр, пӗчӗк ача пек ниҫталла кайма аптӑраса пӗр вырӑнта тӑчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Каҫ енне кайсан, ҫав йӗрсемпе вӗсем килелле утнине кӗтме пуҫлатӑп.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Акӑ, ҫине кивӗ кӗрӗк, пуҫне мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ҫӑра сухалӗ самаях кӑвакарма пуҫланӑ ҫын, урисене аран ылмаштарса, пӗлтерӳ умне ҫитсе чарӑнчӗ, ун-кун пӑхкаласа илчӗ, кӗрӗк кӗсйинчен хыпалансах кӑмрӑк татӑкӗ туртса кӑларчӗ, иккӗмӗш ыйтӑва хура йӗрсемпе турта-турта тухрӗ, тайкаланса малалла утрӗ.
Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йӗрсемпе касӑлса пӗтнӗ пысӑк пӳрнисем сисӗнмеллех чӗтренеҫҫӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Унӑн сывлавне унра йӳҫекен курӑмсен ӗренки хӗсет темелле-ши — вӗсем пӳлӗме фантастикӑллӑ йӗрсемпе тата антӑхтарупа тултарса лартнӑ йӳҫек тӗтӗм евӗр.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӗсем аллисене хумлӑ-хумлӑ шурӑ йӗрсемпе, пӗр центрлӑ пӗкӗсемпе шӑтара-шӑтара тӗрленӗ; хырӑмӗсем ҫинче — хумлӑ-хумлӑ тата горизонталь йӗрсем.
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Анчах унӑн сунар манерӗ, ҫапах та, питех те хӑйне евӗрлӗ, мӗншӗн тесен Гент паллӑсене, йӗрсемпе кӑтартмӑшсене нихӑҫан та пӑхӑнмасть, ӑнӑҫӑва шанать.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӑй кӑтартнине ҫирӗплетсе Угестон Дарле жилет тӳминчен ярса тытасшӑнччӗ, ӑна чун илли Бурль портретне вутлӑ йӗрсемпе ӳкерсе кӑтартасшӑнччӗ, анчах пулас секретарь шлепкине ҫӗклесе тав турӗ те — сарлакан та хӑвӑрттӑн утса кайрӗ, Угестон вара сӑмси айӗнчен ҫерҫи вӗҫсе тарнипе аптӑранӑ кушак евӗр тӳпепе ҫӗре саланкӑрлӑн пӑхкаласа пуҫне мӑнаҫлӑн ҫӗклерӗ, сӑртсен хыҫӗнчен пӳртсен шӗвӗр тӑррисем курӑнакан Престидэй еннелле ҫул тытрӗ.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Портрет Аян ҫине ҫамрӑк граципе тулнӑ чӑн-чӑн, чӗрӗ йӗрсемпе тинкерет.Портрет взглянул на Аяна настоящими, живыми чертами, полными молодой грации.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Тӳпе пӗтӗмпе тенӗ пек ҫутӑ йӗрсемпе чӗркеленсе пӗтет, ҫӑлтӑрсем ҫумӑр ҫунӑ чухнехи евӗр тӑкӑннӑн туйӑнаҫҫӗ.Все небо исчерчено яркими полосками, и кажется, будто звезды дождем падают с неба.
Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Тӗксӗм тӗслӗ йӗрсемпе пӑнчӑсем — Марсӑн тинӗсӗсене кӑтартаҫҫӗ; хӗрлӗрех сарӑ тӗспе сарӑлса выртакан лаптӑка типӗ ҫӗр тенӗ.Темные полосы и пятна называются морями Марса; обширные красновато-желтые области — это суша.
Марс // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
20 ӳкерчӗкре тӳрӗ йӗрсемпе кӗрӗсене паллӑ тунӑ, пӑнчӑсем кумми ҫипписене хӑш кӗрӗрен илмеллине кӑтартаҫҫӗ.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Футляр ӑшӗнчен хура йӗрсемпе паллӑ тунӑ вӑрӑм шурӑ лента тӑсӑлса тӑрать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Ҫурт ҫывӑхӗнче городовой будки шурӑпа хура йӗрсемпе ула-чӑлаланса тӑрать.Возле ворот пестрела белыми и черными полосами будка городового.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӑл уйрӑм-уйрӑм йӗрсемпе юхса саланать, анчах рабочисем ҫавӑнтах чупкалаҫҫӗ, вут-ҫулӑмлӑ йӗрсем урлӑ утса каҫаҫҫӗ.Она расползалась ручьями, но рабочие спокойно перешагивали через них.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Каллех йӗрсемпе дюшессем-и?
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Хӑй туймасӑрах ун умне — ҫак ҫӗрлехи ыйхӑ евӗр — Тӳпе ывӑлӗн сӑн-пичӗ тухса тӑчӗ, — юр пек шурӑ ҫӳҫлӗ, сарлака, хумханчӑк, ҫине-ҫинех улшӑнакан йӗрсемпе, куҫӗсем пӗрре хуйхӑллӑ, тепре ҫепӗҫ, — Ҫӗр тӗпсӗрлӗхӗ пек хӑрушӑ, чуна аркатакан, аслатиллӗ-кисренӳллӗ куҫсем.
Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унта тӑваттӑмӗш каналӑн шупка хӗрлӗ, ҫав тери сарлака, чечекленекен йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑ шывсӑр ҫырма тӑсӑлнӑ; калча евӗр ӳсен-тӑран тӳп-тӳрӗ йӗрсемпе выртать.
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.