Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл сӗтел ҫиттине тӑруках хӑвӑрттӑн та йӑррӑн сӳсе ывӑтрӗ, хӑнасем аран-аран сиксе тӑрса ӗлкӗрчӗҫ, — мӗн пур кӗленче, стакансем, ҫатма — ӳсӗр сӑйланун пӗтӗм йӗркесӗрлӗхӗ — кӗмсӗртетсе-чӑнкӑртатса урайне сирпӗнчӗ.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫак самантсен ансат йӗркесӗрлӗхӗ кӗпӗрнаттӑра Фергюсоншӑн мӗн те пулин тума туртаҫҫӗ.Легкая ненормальность минуты тянула губернатора сделать что-нибудь для Фергюсона.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Уявӑн йӗркесӗрлӗхӗ вӗсене те, ташлакансемпе итлекенсене килентернӗ пекех, килентерни курӑнса тӑрать.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Воропаева тылри хирӗҫӳсен йӗркесӗрлӗхӗ тӗлӗнтерсе ячӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сӑртӑн айӗ часах ванакан чулсемпе ванчӑксен йӗркесӗрлӗхӗ пулса тӑрать.Подножье горы представляло собой хаос шатких камней и обломков.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Юлашки вӑхӑтра нумай япалана хӑнӑхса ҫитрӗм, нумай япала куртӑм Засекинсем патӗнче: вӗсен йӗркесӗрлӗхӗ, яшка ҫӑвӗнчен тунӑ ҫурта тӗпӗсем, хуҫӑк ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем, салхуллӑ Вонифатий, ҫӗтӗк-ҫатӑк горничнӑйсем, княгиньӑн хӑйӗн хӑтланкаларӑшӗ — ҫак йӑлтах тӗлӗнтермӗш пурнӑҫ тек маншӑн ҫӗнӗ мар ӗнтӗ…
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
27. Вӗсен те ӳт кастарман паттӑрсемпе выртмалла мар-и, лешӗсем ҫӗр тӗпне хӑйсен ҫар кӑралӗпе аннӑ, хӗҫне пуҫ айне хунӑ, кусен вара хӑйсен йӗркесӗрлӗхӗ хӑйсен шӑммисем ҫине юлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем, вӑйлӑскерсем, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ; ашшӗ айӑпӗ ывӑлӗ ҫине ӳкмест, ывӑлӗн айӑпӗ те ашшӗ ҫине ӳкмест, тӳрӗ ҫыннӑн тӳрӗлӗхӗ унпа пӗрле юлӗ, йӗркесӗр ҫыннӑн йӗркесӗрлӗхӗ те унпа пӗрле юлӗ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Санӑн Содома йӑмӑкун тата унӑн хӗрӗсен йӗркесӗрлӗхӗ акӑ мӗскер: мӑнкӑмӑллӑх, апат-ҫимӗҫпе, ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхни, ӗҫсӗр супни, тата вӑл чухӑнпа мӗскӗне пулӑшмарӗ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӗр арканать, ҫӗр тӗпренсе саланать, ҫӗре хытӑ чӗтретнӗ; 20. ҫӗр ӳсӗр пек ҫапкаланать, сӑпка евӗр сиккелет, ӑна хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗ асаплантарать; ӳкет вӑл — ҫӗкленеймест.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл, вилсессӗн те, малашне мӗн пуласси ҫинчен пророкла пӗлтернӗ, вӑл патшана вилессине систернӗ, халӑх йӗркесӗрлӗхӗ тӗп пуласса пӗлтерсе, ҫӗр айӗнчен сасӑ ҫитернӗ.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Айӑпсӑр ҫынна ҫул ҫинче тӳрӗлӗх сыхлать, ҫылӑхлӑ ҫынна йӗркесӗрлӗхӗ пӗтерет.6. Правда хранит непорочного в пути, а нечестие губит грешника.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа умне ӳксе эпӗ хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ тархасларӑм, кӗлтурӑм, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр сире пӗтересшӗнччӗ; 26. Ҫӳлхуҫана кӗлтуса эпӗ ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша, [турӑсенӗн Патши,] Эсӗ Хӑвӑн [тӗреклӗхӳн] аслӑлӑхӗпе хӑтарнӑ, тӗреклӗ аллупа [тата пысӑк вӑюпа] Египетран илсе тухнӑ Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн еткерлӗхне ан пӗтерсем; 27. Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака тата Иакова асна илсем, [вӗсене Эсӗ Хӑвна асӑнса тупа тунӑ]; ҫак халӑх хаярланса ҫитни ҫине, унӑн йӗркесӗрлӗхӗ, унӑн ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑхсам, 28. пире Ху илсе тухнӑ ҫӗрте [пурӑнакансен]: «Ҫӳлхуҫа вӗсене хӑйсене пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗме пултараймарӗ, вӗсене Вӑл, курайманнипе, пушхирте вӗлерсе пӗтерме илсе тухнӑ» тесе каламалла ан пултӑрччӗ.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑвӑра ҫавӑн евӗрлипе нимӗнпе те ан ирсӗрлентерӗр, Эпӗ халӗ сирӗн патӑртан хӑваласа яракан халӑхсем хӑйсене ҫавӑн евӗрлипе ирсӗрлентерсе пӗтерчӗҫ; 25. ҫӗр ирсӗрленсе ҫитрӗ, Эпӗ унӑн йӗркесӗрлӗхӗ ҫине пӑхрӑм та, ҫӗр хӑй ҫинче пурӑнакансене хӑй ҫийӗнчен сирсе ывӑтрӗ.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1