Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркелесех (тĕпĕ: йӗркеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лена ӑна ҫиелти ҫи-пуҫне те пулин хывсах, йӗркелесех вырттарасшӑнччӗ, упӑшкипе еккине ярса, ун кӑмӑлне уҫсах ҫемҫе те майлӑ сӑмах юркаларӗ, пыллӑ калаҫу та сыпӑнтаркаларӗ, анчах лешӗ кутӑна персе, чӑкӑртӑшланса, чурӑсланса, ниепле те арӑмӗн каварне килмерӗ, унпа сӑмах та килтересшӗн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Батмановпа управленецсем пысӑк складра йӗркелесех ҫитереймен столовӑйӗнче ыттисемпе пӗрлех ирхи апат ҫиеҫҫӗ.

Завтракали Батманов и управленцы вместе со всеми в большом складе, который еще не вполне был переоборудован под столовую.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫакна тӗпе хурса ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ялти хастарсемпе, физкультура вӗрентекенӗсемпе ӑмӑртусем йӗркелесех пырать.

Учитывая это, администрация сельского поселения с активистами деревни, учителями физкультуры организуют соревнования.

Ял аталанать, малашлӑха шанать // А.МИХАЙЛОВ. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

«Открытый город» портал сасӑлав йӗркелесех юбилей талисманӗ – кӑвакал чӗппи – валли ят суйланине хыпарлать forum.na-svyazi.ru сайт.

Сайт forum.na-svyazi.ru сообщает, что портал «Открытый город» проводит голосование, выбирает имя для талисмана юбилея - утёнка.

Чебоксарик. Ӑҫта логика? // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... cta-logika

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех