Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗпетсе (тĕпĕ: йӗпет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӑрине сыснуна паратӑн пуль, тӑрри — хӑвна валли, — йӗплерӗ милиционер, кӑранташ вӗҫне йӗпетсе.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мана хама та авланнӑшӑн лекрӗ ун пек, — калаҫӑва хутшӑнчӗ саланнӑ чикарккине сурчӑкпа йӗпетсе ларакан Инке Яккӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан, кӑранташ вӗҫне йӗпетсе, алӑ пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кун хыҫҫӑн Анук питшӑллине шывпа йӗпетсе, ыйткалакам питне, тӑнлавне сӑтӑркалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амӑшӗ, хӗрарӑм йӑлипе, куҫне самай йӗпетсе илчӗ те сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ пуҫтарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

«Салам» тесе пӗр сӑмах ҫырчӗ ҫеҫ, хута куҫҫульсемпе йӗпетсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак вӑхӑтра витрери шыв вӗресе тӑкӑна пуҫларӗ, чӑшӑлтатрӗ, ҫывӑхри пуленккене йӗпетсе сӳнтерчӗ…

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Часрах алшӑлли йӗпетсе упӑшкин пит-куҫне сӑтӑркаларӗ, пуҫӗ ҫине нӳрӗ тутӑр хучӗ, чӗрене лӑплантармалли эмел ӗҫтерчӗ, анчах лешӗ йӳҫӗ пирки Макар Кузьмич ӑна ҫавӑнтах сурса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Ха, йӗпетсе пӗтернӗ, эккен…

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пилӗк сехетре вӑраннӑ Курак Мӗтри ҫӑвӑнса тасалчӗ, тирпейленчӗ, ҫур шит майлӑ ӳснӗ кӑвак сухал тӑррине хачӑ тупса ирткелерӗ, пуҫ тӳпинчи ҫӳхелнӗ, ҫурри шуралнӑ ҫырӑ ҫӳҫне йӗпетсе ывӑҫ тупанӗпе сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Унсӑр пуҫне кӗнӗ ҫӗрте, алӑк патӗнче, дезинфекци хутӑшӗпе йӗпетсе сарнӑ кавирсем ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Ҫӑлтӑрсем ҫӗре тӑкӑнас пек ҫиҫсе-сиксе выляҫҫӗ, хӑшӗсем ҫӗре те тӑкӑнаҫҫӗ, шур ҫеҫкеллӗ садра кайӑксем юрлаҫҫӗ — ҫакӑн пек илемлӗ ҫӗр Павӑл крыльца ҫинче пуҫне чиксе ларать, арӑмӗ чӑланта минтере куҫҫульпе йӗпетсе выртать…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Унтан, кӗлетрен тухса, ҫӑл умне пычӗ, валашкари шывпа васкамасӑр, тем вӑхӑт ҫӑвӑнчӗ, кӗпине те, шӑлаварне те йӗпетсе пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫӑкӑрне йӗпетсе ҫемҫетме хӑй умне тӑм куркапа шыв лартнӑ, пуҫлӑ суханне яшкана яма хатӗрленӗ пек касса туранӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пӗр эрне ҫунӑ ҫумӑр коробкӑна йӗпетсе пӗтернӗ.

Дождь, что шел неделю, вымочил коробку.

Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621

Арӑм куҫне те йӗпетсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахҫан-тахҫан илтнӗ сӑмах, пуҫ миминче таҫта шалта пӗр пӗчӗкҫӗ йӗрпе ҫырӑнса юлнӑскер, юлашкинчен сасартӑк ян! янӑраса уҫӑлса кайнӑ пек пулчӗ, профессор, кушӑрканӑ тутине чӗлхипе йӗпетсе, сурчӑкне ҫӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Вӑл юнланса хытнӑ тутине чӗлхи вӗҫӗпе йӗпетсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫапли ҫапла пуль те, — алшӑллине шывпа йӗпетсе пуҫ тавралла ҫавӑрса ҫыхрӑм, — чирлерӗм, кум.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Чӑнах та йӗпетсе йӑваласан чечек супӑнь пекех кӑпӑкланать, тап-таса ҫӑвать.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех